Пятница, Сентябрь 25, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

«Çулталăкри воспитатель»

районти конкурс хыçа юлчĕ.

Шкул çулне çитмен ачасене воспитани паракансем çулсеренех професси ăсталăхне тĕрлĕ шайри конкурссенче кăтартаççĕ. «Çулталăкри воспитатель – 2019» районти конкурсра кăçал 7 педагог тупăшнă. Тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне кăтартнă хыççăн Ирина Облесова /Кивĕ Эйпеç/ мала тухнă.

Туйсем кĕрлемеççĕ

Хальхи вăхăтра вырăс православи тĕнне ĕненекенсем Мăнкун умĕнхи çичĕ эрне пыракан Аслă типĕ тытаççĕ.

Çавна май çак тапхăрта районта ĕçкĕ-çикĕн, туй-çăнăхтан шавлă хаваслăхĕ илтĕнмĕ. Типпе кĕрес умĕн вара Елчĕкре харăсах тăватă туй кĕрленĕ. ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, кăçал çемье çавăракансен йышĕ пĕлтĕрхинчен чылай пĕчĕкрех.

Сăвă вулакансен конкурсĕ

Геннадий Волков академик ячĕллĕ илемлĕ сăмах ăстисен районти конкурсне йышлăн хутшăннă.

Шкул ачисемпе аслисем тĕрлĕ номинацире хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Тĕрлĕ ÿсĕмри тата номинацири çĕнтерÿçĕсем – А.Сидорова, Д.Чернова, И.Петрова /Елчĕк шкулĕ/, А.Сусметова /Кивĕ Эйпеç/, Р.Горшкова /Курнавăш/, В.Петрова /Тăрăм/, Г.Енейкина /Патреккел/.

Çавра çулсем

Районта вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ ÿссех пырать.

Нумаях пулмасть Тÿскелĕнчи Алексей Захаров, Çĕнĕ Пăвари Евгения Михайлова 90 çул тултарнă. Çавра çул ячĕпе вĕсене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Левая, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн юбилей ячĕпе çырнă салам открыткине вуласа панă.

Тыл ветеранĕсем ĕмĕрĕсене ĕçре ирттернĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем ачисемпе, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе киленсе пурнăç ырлăхĕпе савăнса пурăнаççĕ.

Музыкăра пултаруллă

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче республикăри сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен «Профсоюзлă Çуркунне – 2019» фестиваль иртнĕ.

Республикăри сывлăх сыхлавĕн профсоюз организацийĕ 20 пин ытла çынна пĕрлештерсе тăрать. Фестивальте шурă халатлă ĕçченсен 34 команди тупăшнă. Елчĕксем «Музыкăра чи пултаруллă команда» номинацире çĕнтернĕ.

Фестивале хутшăннисене ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов саламланă, медицина ĕçченĕсен сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе ыттисене чи малтан ырă тĕслĕх кăтартмаллине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code