Воскресенье, Июль 21, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаклă уяв

Хаклă уяв

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ пирĕншĕн чи хаклă уявсенчен пĕри. Çак кун вăрçă паттăрĕсене, ветерансене тав тăватпăр, вилнисене асăнатпăр.

Ирсĕр тăшмана хăйĕн йăвинче аркатса тăкнăранпа 74 çул çитрĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çĕршывра инкек алăкран шаккаман, хура хыпар илмен пĕр çемье те юлман. Тăрăм ялĕнчен фронта 74 çын тухса кайнă, çурри каялла таврăнман.

Майăн 8-мĕшĕнче ялти вăрçăран таврăнайманнисене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Çĕнтерÿ кунне халалласа йĕркеленĕ «Вилĕмсĕр полк» акцие ватти-вĕтти хастар хутшăнчĕ.

Уява хутшăннисене район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов, ветерансен канашĕн председателĕ – ял старости Валерий Кириллов саламларĕç.

– Ытла та хака ларнă Аслă Çĕнтерÿ пирĕн халăхшăн. Паян мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнакансен унăн пĕлтерĕшне манăçа кăларма ирĕк çук. Совет халăхĕн паттăрлăхĕ, çирĕп кăмăлĕ паянхи тата пулас ăрусемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрĕ, – палăртрĕç вĕсем.

Митинга хутшăннисем паттăрсене сума суса палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Л.ЕНЕДЕРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code