Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чĕрери шухăш-туйăм – пит-куçра

Чĕрери шухăш-туйăм – пит-куçра

Лайăх, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕре ыррăн ирттернине нимĕн те çитмест. Еплерех йĕркеллĕ çынсемпе паллашрăм Кавал ялĕнчи хисеплĕ çемьене – Андреевсен килне – качча тухсан. Шел пулин те, Ефим аттепе ларса калаçайман эпĕ, ĕмĕрĕ унăн кĕске пулнă. Клавдия анне те халĕ пирĕн хушăра çук. Иккĕшĕ те вĕсем фермăра вăй хунă: атте выльăх пăхнă, анне ĕне сунă. Унтанпа вăхăт нумай иртнĕ пулин те, икĕ ĕçчен çинчен ялта паян та ыррине çеç калаççĕ. Икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ Андреевсем. Вĕсем те çывăх çыннисене пулăшма тăтăшах фермăна çÿренĕ. Çапла майпа ачисем ĕçчен, йĕркеллĕ çынсем пулса ÿснĕ.

Шупашкарта пурăннă май, мăшăрăмпа, Володьăпа тĕп килте пурăнакан Валерий пиччĕшĕн çемйи патне час-часах кайса çÿретпĕр. Валерипе Римма кил-çурта питĕ тирпейлĕ тытса пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаканскерсем, пурнăç кун-çулĕн йывăрлăхĕсене те, хуйхи-суйхине те пĕрле тÿссе ирттереççĕ. Ачасенчен ăслă, йĕркеллĕ çынсем тăвас тесен вĕсене лайăх пăхмалла, аслă пĕлÿ парса вĕрентсе кăлармалла. Ашшĕпе амăшĕ Катьăпа Костьăна Мускаври институтсенчен вĕренсе тухма пулăшрĕç, çавна май ывăлĕпе хĕрĕ алла лайăх специальноçсем илсе сумлă ĕçсенче вăй хума тытăнчĕç. Шăпах ачисем вĕренме çĕршывăн тĕп хулине кайма пуçтарăнсан Римма мăшăрне кунти ĕç укçипе вĕсене йывăр пулассине систерчĕ. Мускав облаçĕнчи Химки хулинчи пĕр шкула вырнаçрĕ, ачисене пулăшрĕ, кил-çурта тытса тăракан упăшкине те ку е вăл пысăк ĕçсене тума укçа ярса пама тăрăшрĕ. Ура çине çирĕппĕн тăчĕ Андреевсен çемйи. Валерий те Кавалта ахаль лармасть. Ватă амăшне пăхрĕ, унăн кĕпи-йĕмне çурĕ, алă çинче çĕклесе илсе кайса мунчара çăвăнтарчĕ. Чирлекене питĕ йывăр, пăхакана вара тата йывăртарах. Анчах та Валерий яланах ырă шухăшпа пурăннă – кун-çул панă аннене пăхмалла. Юратса, тăрăшса пăхмалла.

Валерий халĕ ял хуçалăх ĕçĕнче вăй хурать. Комбайнпа тырă вырнă чухне ăна ывăлĕ ятарласа отпуск илсе килсе пулăшать. Тепĕр чухне хура çăкăр çиетĕп-и, е кулачă – темшĕн ман куç умне ĕçчен Валерий тухса тăрать. «Тен, вăл пухса илнĕ тырăран хатĕрленĕ апата çиетĕп эпĕ?». Мухтанатăп упăшкан пиччĕшĕпе! Халĕ Римма та отпуска киле таврăннă. Шкул ачисен каникул-çке-ха! Икĕ ĕнине, пăрăвĕсене, сыснисене, чăххи-чĕппине, хур-кăвакалĕсене… пурне те тăрăшса пăхаççĕ Андреевсем. Кил-çуртĕнче çав тери таса, тирпейлĕ. Туслă, тĕреклĕ çемье нимĕнле йывăрлăха та парăнмасть. Чи хаклине – çемьене упрассине, пĕр-пĕрне юратассине хакласа ăнланассине çирĕп тытса пырсан пурнăç та аван пынине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Пытарма кирлĕ мар, чылай чухне çак сăмахсене илтме пулать: «Мускав çемьесене уйăрать». Кунта кăштах тĕрĕсси пур та пулĕ. Çапах та çакна каласах килет: çирĕп ăс-пуçлă, мораль енчен пăсăлман çынсене уйрăлу чăрмантармасть. Çемьерен хакли тĕнчере нимĕн те çук. Аслă Турă хушнине Андреевсем тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ. Çавăнпа телейлĕ те вĕсем.

Йышлă вĕсем, упăшкан тăванĕсем. Халĕ ĕнтĕ вĕсемех – манăн та. Патăрьелĕнчи Андреевсем, Владимирпа Надежда. Ывăлĕ Федор çемйипе Шупашкарта пурăнать, хисеплĕ ĕçре тăрăшать. Василипе Оксана. Ывăлĕ Иван – Япони çĕршывĕнче.

Лапсарта пурăнакан Галина «Юрма» агрохолдингра вăй хурать. Ывăлĕсемпе, кинĕпе, мăнукĕсемпе кун кунлать, пурнăçа юратма вĕрентет.

Патăрьелĕнчех пурăнакан Антоновсем. Леонид йысна нумай çул район администрацийĕнче водительте вăй хучĕ, унтанах пенсие тухрĕ. Мăшăрĕ, Любовь Ивановна, Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хĕрĕ 7 çул хушши районти тĕп больницăра вăй хурать. Калама çук ырă, йĕркеллĕ çемье. Кама кăна ырă туман пулĕ вĕсем хăйсен пурнăçĕнче. Ачисем тата. Наталийăпа Таня аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн хисеплĕ ĕçсенче вăй хураççĕ.

Ир пуçласа мĕн каçченех çырма пулать Кавал ялĕнче çуралса ÿссе çын пулнă çынсем пирки. Тепĕр çемье çинчен каласа кăтартмасăр ниепле те пултараймастăп. Юрăпа Светлана Федоровсем. Шупашкарта пурăнаççĕ. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Çемьен ырă йăли – пурте спортпа туслă пулни. Час-часах яла пырса çÿренĕ май, ватă ашшĕ-амăшне кăна мар, кÿршĕсене те, тăванĕсене те пур енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ. Вĕсенчен нихăçан та «çук» сăмаха илтместĕн. Ялти чи хисеплĕ çемьесенчен пĕри. Вĕсем шутнех прорабра ĕçлекен Валерий Федоровпа унăн мăшăрне Татьянăна, шыçă чирĕсен тухтăрне, кĕртме пулать. Пулăшу ыйтма Кавалсем яланах вĕсем патне каяççĕ…

Чĕрери шухăш-туйăм пит-куçра палăрать, тенĕ Сирах ывăлĕн Иисусăн ăслăлăх кĕнекинче. Эпĕ çÿлерех çырса кăтартнă çынсем уçă кăмăллă, ырă чунлă, çынна кирек хăш вăхăтра пулăшма хатĕр пулни пĕрре курсанах палăрать. Çав тери савăнатăп эпĕ вĕсемпе.

Людмила АНДРЕЕВА,
Шупашкар хули.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code