Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çынпа курнăçмасăрах

Çынпа курнăçмасăрах

ăна çаратнă тĕслĕхсем республикăра пысăк хăвăртлăхпа ÿссех пыраççĕ.

Преступниксене шыраса йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен çулталăк тăршшĕпех Раççейĕн чылай субъектĕнче командировкăсенче пулма тивет: Самар, Рязань, Новосибирск, Мускав, Буряти… Интернет урлă, телефонпа улталакансене шыраса тупасси çăмăл мар – тĕнчипех сарăлнă вĕсем. Йăлтах пăтрашуллă. Сăмахран, преступник телефонăн СИМкине Хусанта ют ятпа, банк карттине – Мускавра илет, Интернета Рязань хулинче тухать, халăхран укçа-тенкĕ сăптăрса илет те вĕсемпе усă курма та пăрахать…. Ултавсен тĕслĕхĕн списокĕ те вăрăм – граждансем патне шăнкăравласа хăйсене банк ĕçченĕ тесе шантараççĕ, вĕсен банк картти çинчи укçине вăрланă тесе хăратаççĕ, ятарлă код е ытти цифра ыйтаççĕ, Интернет-сайтсене суя таварсен пĕлтерĕвĕсене вырнаçтараççĕ, социаллă сетьсенчи аккаунтсене «çĕмĕрсе» туссем пек курăнаççĕ тата ытти те. Çынпа калаçса вĕсене хăвăрт ÿкĕте кĕртесси ансат мел вĕсемшĕн. Çухатнă укçа-тенке тавăрасси те иккĕленÿллĕ. Çавăнпа та полици ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма ыйтаççĕ – ултавран сыхланасси укçа-тенке тавăрассинчен ансатрах.

Чи малтанах çак правилăсене асра тытмалла. СМСпа килнĕ номерсем çине шăнкăравлама тăхтамалла. Банк карттисен номерне, кодне никама та ан пĕлтерĕр. Укçа-тенкĕ куçарма ыйтакан СМСсем илсен тăванăра хăйне шăнкăравласа ярăр. Карттăн ĕçне чарса лартни пирки хыпарласан хирĕç шăнкăравласа тĕрлĕ операци пурнăçласран асăрханăр, тÿрех хăвăр пĕлекен банк уйрăмĕсенчи ĕçченсемпе çыхăнăр.

Э.НИКОНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code