Вторник, Июль 14, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ

11 уйăхра

районти больницăра çивĕч респираторлă чирсемпе чирленĕ 276 çынна регистрациленĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ 17 çула çитмен ачасем. Çавăн пекех внебольничнăй пневмонипе 104 çын чирленине шута илнĕ.

2019-2020 çулсенчи эпидемиологи тапхăрĕнче 7819 çынна грипран прививка тунă.

Çак тапхăрта 34 çынна йытăсем сиен кÿнĕ. Йытăсем çыртнине Аслă Елчĕк, Тăрăм, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Курнавăш, Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче регистрациленĕ.

Районта наркăмăшланнă 19 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен 3-шĕ этил спирчĕпе, 7-шĕ паллă мар спиртпа, 2-шĕ уксус кислотипе, тĕтĕмпе, 1 çын вара йĕкехÿре наркăмăшĕпе сиенленнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ вилнĕ.

С.ПЕТРЯНКИНА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code