Среда, Октябрь 21, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Халăх вĕсене шанать

Халăх вĕсене шанать

Прокуратура ĕçченĕн кунне çĕршывра 1996 çултанпа – Раççей Президенчĕ ятарлă Указа алă пусса çирĕплетнĕренпе паллă тăватпăр. Прокуратура сотрудникĕсем саккунсăрлăха тата йĕркесĕрлĕхе пĕтерес, граждансен тата патшалăх ирĕкĕсемпе интересĕсене хÿтĕлес тĕллеве мала хурса тимлеççĕ.

2019 çулта саккуна пăснă 1150 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă. Йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене пĕтерес тĕллевпе иртнĕ çул 144 саккунсăр нормативлă право актне хирĕçленĕ. Граждансен тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе суда 129 тавăç çитернĕ, 358 представлени тăратнă, 90 айăпçăна административлă майпа явап тыттарнă. Прокуратурăна пулăшу ыйтса пыракансен шучĕ ÿссех пыни сотрудниксен халăх умĕнчи хисепĕ пысăк пулнине, вĕсем ыйтусене туллин тивĕçтерме пултарнине çирĕплетет. Халăхăн ытларах пайне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче саккунсене уяманни пăшăрхантарать. Ку енĕпе граждансен пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă прависене хÿтĕлесе суда 2 тавăç тăратнă.

Çынсен социаллă ирĕкĕсене хÿтĕлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă май халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн, социаллă страхлав фончĕн, налук органĕсен специалисчĕсемпе тачă çыхăну йĕркелетпĕр. Çакă предприятисенче ĕç вырăнĕсем кĕскелсен, е предприяти-организацисем хупăнсан халăх интересĕсене туллин хÿтĕлеме май парать. Халăхăн уйрăмах хÿтлĕхсĕр пайĕн – инвалидсен, ачасен, ватăсен прависене хÿтĕлесси те тĕп вырăнта. Граждансен ĕçлев саккунĕсене пăсса ертÿçĕсем ĕç укçине хăш чухне «сăрă схемăпа» тÿлеççĕ. Ĕç укçипе вăхăтлă татăлман, ăна конвертпа панă, е ытти йĕркене пăснă тĕслĕхсене сирес тĕллевпе прокуратурăра çулталăк тăршшĕпех «хĕрÿ лини» телефонĕ ĕçлет. Граждансен прависене пăснине тупса палăртас, çитменлĕхсене вăхăтлă пĕтерес ĕçре прокурор тĕрлĕ судсене тавăç заявленийĕсем тăратни витĕмлĕ мел пулса тăрать. Раççей Федерацийĕн Гражданла процесс кодексĕн 45 статйипе килĕшÿллĕн, ку енĕпе прокурор полномочийĕ анлăланчĕ. Иртнĕ çул халăхăн социаллă ирĕкĕсемпе интересĕсене хÿтĕлесе прокурор тĕрлĕ судсене 90 заявлени тăратнă, çавна май ĕç укçине вăхăтра илеймен работниксене 1,4 миллион тенкĕ тÿленĕ. Саккуна пăснă ертÿçĕсене административлă майпа тата дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.

Çут çанталăка варалассипе çыхăннă тĕслĕхсене тупса палăртас енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланать. Ку ĕçре вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе пыратпăр. Иртнĕ çул пĕрлехи вăйпа район центрĕн тата ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вырнаçнă саккунсăр свалкăсене тасатма май килчĕ. Сиенлĕ хутăшсем кăларса атмосфера сывлăшне варалакансене те пуçран шăлмаççĕ. Çакăн евĕр çитменлĕхсене тупса палăртса кĕске вăхăтра сирсе пыратпăр.

Прокуратура ĕçченĕсем граждансен тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлес енĕпе пысăк яваплă пулнине яланах çирĕп туйса тăраççĕ. Прокуратура коллективĕ çамрăк, вăл пурĕ 5 çынран тăрать: Сергей Фирсов прокурор, прокурор çумĕ Вячеслав Путяков, прокурор пулăшуçи – Михаил Турхин, Татьяна Тимофеева специалист тата Геннадий Орлов водитель.

Ыран – Раççей прокуратури ĕçченĕн кунĕ. Çак пысăк уяв ячĕпе хамăрăн сотрудниксене, прокуратура ĕçĕн ветеранĕсене чун-чĕререн саламласа пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Сергей ФИРСОВ,
район прокурорĕ.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: районти прокуратура коллективĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code