Пятница, Август 7, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чир-чĕр ан çулăхтăр

Чир-чĕр ан çулăхтăр

Юлашки вăхăтра çĕршыври радио-телевидени, хаçатсем те коронавирус пирки нумай калаçаççĕ, çыраççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çак хăрушă чир хамăр çĕршывра сарăлассине асăрхаттарассипе канашлу ирттернĕ. Ку ахальтен мар, паллах. Ку амакпа чирленĕ çынсене 24 çĕршывра тупса палăртнă. Раççейре коронавирус 2 çынна ерни паллă.

Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас енĕпе йышăнакан мерăсем пирки Правительствăн тунтикунхи планеркинче сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Викторов чарăнса тăнă. Вăл палăртнă тăрăх, эмелсем пур, койка-вырăнсем хатĕрленĕ, тивĕçлĕ службăсем сыхă тăраççĕ. Китайран килекен çынсен тĕлĕшпе сыхлăх пысăк. Унта каннă икĕ ачапа çитĕннĕ икĕ çын, çавăн пекех Китайран нумаях пулмасть таврăннă çынсен пĕр ачи тĕлĕшпе медиксем сăнав йĕркеленĕ. Телее, коронавирус ернĕ çынсене республикăра тупса палăртман.

Коронавирус инфекцине чирлĕ çын, чĕр чун ертме пултарать. Çавна май респираторлă чирсем аталаннă вăхăтра асăрхаттару мероприятийĕсене пурнăçлама – тăтăшрах алă çума, çын нумай пухăнакан вырăнта сахалтарах пулма, чир паллисем пулсан тÿрех тухтăр патне кайма – сĕнетпĕр.

Пĕрремĕш симптомсем çаксем пулма пултараççĕ: диарея, хăстарни, вар-хырăмлăхăн ытти проблемисем, пуç ыратни, сайра-хутра чĕре хытă тапни, кăкăр тĕлĕнчен хĕсни.

Коронавирусран, грипран, респираторлă ытти вирус инфекцийĕсенчен сыхланас тесен урамран кĕрсенех алăсене супăньпе çумалла, гигиенăна çирĕп пăхăнмалла, пÿлĕме тăтăшах уçăлтармалла, çынсем нумай çÿрекен вырăнта, транспорт çинче маска тăхăнмалла. Ÿслĕк, сăмса юхать, температура пысăк – килтен ан тухăр.

Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăри тĕп тухтăрăн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code