Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 3-мĕш те кăтартуллă

3-мĕш те кăтартуллă

Тĕп хулари маунтинбайк Центрĕнче армрестлинг енĕпе Чăваш Ен первенствинче 200 яхăн атлет тупăшнă. Елена Портнова ертсе пынă район команди унта 3-мĕш вырăн йышăнни те аван кăтарту.

Уйрăм спортсменсенчен Карина Кириллова /Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ/, Дмитрий Самсонов /Лаш Таяпа/, Анжела Иванова, Александр Егоров /Çĕнĕ Пăва/, Максим Григорьев /Курнавăш/ пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарнă. Светлана Окружнова, Никита Солин, Ангелина Иванова, Данил Павлов, Мария Цветкова та хăйсен виçисенче палăрса команда сумне çĕкленĕ.

Асăннă атлетсем пурте 1-мĕш спорт разрядне тултарни çинчен пĕлтерме те кăмăллă.

Шупашкартах армрестлинг енĕпе Чăваш Ен Кубокĕ те иртнĕ. Тĕмер хĕрĕ Татьяна Воронова унта абсолютлă чемпионка ятне çĕнсе илнĕ. Çак ялтанах хутшăннă тепĕр Татьяна – Журавлева 2-мĕш, Кармалти Ольга Лапшина 3-мĕш призер йышне кĕни те çитĕнÿ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code