Пятница, Июнь 5, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачаллă çемьесене – пулăшу

Ачаллă çемьесене – пулăшу

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ 249-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшÿллĕн, амăш капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ е /маларах çак сертификатпа усă курнă/ Раççейри çемьесене кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕччен çемьери 3 çул тултарман кашни ачашăн уйăхсерен 5-шер пин тенкĕ тÿлеççĕ. Çак указа улшăнусем кĕртнĕ май, халĕ асăннă укçана амăш капиталĕн сертификатне илме право çук çемьесем те тивĕçеççĕ. Чи малтанах çакă 2017 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи январĕн 1-мĕшĕччен пĕрремĕш ача çуратнă е усрава илнĕ Раççей çемйисене пырса тивет. Вĕсен апрель уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕччен паракан 5 пин тенкĕне илес тесен, кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕ урлă электронлă заявлени памалла.

Малтанласа палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче виçĕ çул тултарман ачаллă тепĕр 12 пин çемье патшалăх пулăшăвне илме тивĕçлĕ.

Унсăр пуçне, Раççей Президенчĕ тепĕр çĕнĕ социаллă пулăшу мерине йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, 3 çултан пуçласа 16 çулчченхи ачаллă çемьесем пĕр хутчен тÿлекен 10 пин тенкĕне илме тивĕçлĕ. Ку укçана çемьери кашни ачашăн тÿлеме йышăннă. Çакă 3 çултан пуçласа 16 çула кăçалхи май уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа июнь уйăхĕн 30-мĕшĕччен тултарнă ачасене пырса тивет. Пĕр хутчен паракан 10 пин тенкĕ укçана Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан Раççей гражданинĕсем çуратнă е усрава илнĕ ачисемшĕн тивĕçеççĕ. Тÿлеве илес тесен, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă заявлени памалла.

Заявленисене кăçалхи майăн 12-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Укçана вара июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тÿлеме тытăнаççĕ. Çавна май, заявлени пама çемьесен тепĕр 5 уйăх пур. Ăна ашшĕ-амăшĕнчен пĕри парать. Унта ачан çуралнине ĕнентерекен документа тата укçана куçармалли банк счечĕн реквизитне кĕртмелле. Урăх нимĕнле хушма документсем кирлĕ мар. Заявление Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ, Пенси фончĕн клиент служби, кăшт каярах НФЦ урлă пама пулать.

Çакна асра тытмалла! Опекунсемпе попечительсем заявление хăйсем çеç килсе çырма пултараççĕ. Вĕсен пĕрле ача çине право пуррине пĕлтерекен документ пулмалла.

Патшалăх пулăшăвĕ паракан икĕ тÿлеврен налук тытса юлмаççĕ тата ытти хушма пулăшусене илнĕ чухне те вĕсене шута илмеççĕ.

Уйăхсерен тата пĕр хутчен тÿлекен укçа пирки хушма информаципе Раççей Пенси фончĕн сайтĕнче паллашма пулать.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code