Пятница, Август 7, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрмансене сыхлама

Вăрмансене сыхлама

«Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене упрасси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Ен лесничестви вăрман хураллас ĕçре усă курмалли техникăпа пуянланнă.

Вăрманти йывăçсене пăхса тăма кăçал 5 культиватор туяннă. Вĕсене Улатăр, Йĕпреç, Канаш тата Шупашкар лесничествисене çитернĕ. Унсăр пуçне, Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин ведомствинчи учрежденисене 3 бульдозер, 2 «Беларус» трактор панă. Техника паркĕ тата йывăр тиевлĕ 6 машинăпа пуянланмалла.

Вăрнарти лесничествăн ĕçченĕсем 8 килограмм хыр тата 4,6 килограмм чăрăш вăрлăхĕсене акнă. Вăрлăх лайăх шăтса тухма тата чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен сыхлама акас умĕн ăна микроэлементсен шĕвекĕнче шÿтернĕ, им-çамланă, хĕллехи вăхăтра сартификаци тунă.

Вăрлăха СЛП-5К агрегатпа акнă. Нÿрĕклĕхе упрама, типĕ çанталăкра тăпра хытасран çиелтен йывăç кĕрпипе мульча хывнă, катокпа тикĕсленĕ. Çак ĕçе 4 техника хутшăннă. Ака ĕçĕсене агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса пурнăçланă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code