Вторник, Декабрь 1, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чир – шÿт мар

Чир – шÿт мар

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлура тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Унта коронавирус пирки аса илмесĕр те иртме пулмарĕ. Мĕншĕн тесен пандемипе çыхăннă лару-тăру республикăра çав-çавах çивĕч. Чирлекенсем районта та сахалăн мар. Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ертÿçи Оксана Такмакова кăçалхи 9 уйăхри санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне уçăмлатнă май, кăнтăр – Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче пурăнакансем çак тапхăрта хăрушă чирпе сиенленнин кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăчĕ. Отчетлă тапхăрта Елчĕк районĕнче 161 çын коронавирус «çаклатни» çирĕпленнĕ.

Юлашки эрнере чирлисен хисепĕ тата ÿснĕ. Çакна асра тытса тунтикунран тытăнса республикăра кафесемпе ресторансенче ушкăнпа пĕрле тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме тепĕр хутчен чарса лартма тивнĕ. Лавккасенче тата ытти обществăлла вырăнсенче пулнă чухне çăвар-сăмсана маскăпа хуплас йĕркене те пăрахăçлама май çук. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнассипе пурнăçлакан профилактика мероприятийĕсене туса ирттерни чир сарăласран сыхланма май парĕ.

…Кăçалхи политика пĕлтерĕшлĕ анлă мероприятисене – РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессипе çыхăннă сасăлава, вырăнти хăй тытăмлăх тата Республика Пуçлăхĕн суйлавĕсене хутшăнассипе Елчĕк районĕ активлă пулнине палăртнă. Çавна май суйлав комиссийĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленисен пĕр ушкăнне Леонард Левый сумлă наградăсем парса чысларĕ. Наталия Смирнова РФ Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп грамотине, Владимир Николаев ЧР Тĕп суйлав комиссийĕнче çирĕплетнĕ кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçни, чăннипех, пысăк ят-сум. Надежда Воробьева, Алексей Данилов, Галина Иванова, Светлана Кириллова, Евгения Корнилова, Антонина Краснова, Зинаида Михеева, Андрей Теллин РФ Тĕп суйлав комиссийĕн Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Алена Быкова район территорийĕнчи куçман пурлăхăн хуçасăр объекчĕсем, капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров строительство ĕçĕнчи палăртнă тĕллевсем мĕнле пурнăçланни çинчен чарăнса тăчĕç.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code