Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕсен паттăрлăхĕ виçесĕр

Вĕсен паттăрлăхĕ виçесĕр

Халăхăн хÿтĕлев сооруженийĕсене тăвас ĕçри паттăрлăхне манма юрамастех пирĕн. Хуласемпе ял-поселок тавра оборона линийĕсем тăвасси чăнласах та пĕтĕм халăх ĕçĕ пулса тăнă. Çак ĕçе 1941-1944 çулсенче вун-вун пин çынна явăçтарнă. Калама çук йывăр условисенче /сивĕсем 41-45 градуса çитнĕ пулнă/ тар юхтарма тивнĕ пулин те окопсене кĕске вăхăтра /45 кунра/ чавса пĕтернĕ, телее, вĕсемпе тĕллевлĕн усă курма пÿрмен.

Пирĕн районтан та çак ĕçе пурнăçлама нумай çын хутшăннă. Истори çăл куçĕсенчен çакă паллă: планпа килĕшÿллĕн районтан 6900 çын /вĕсенчен 580 лашаллă/ пулмалла пулнă. Кашни колхозăн окоп чавакансене 5500 кĕреçепе,160 мăлатукпа, 250 киркапа, 400 лумпа, 200 кувалтăпа, 2480 пуртăпа тата 399 алă пăчкипе тивĕçтермелле пулнă. Елчĕк район çыннисене Улатăрти 4-мĕш участока çирĕплетнĕ. Приказпа килĕшÿллĕн чавмалли норматива вăхăтра тултарнăшăн пирĕн участок 1941 çулхи ноябрĕн 20- мĕшĕнче куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялава тивĕçлĕ пулнă. Хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене «Верховнăй совет президиумĕн указĕпе» килĕшÿллĕн хисеп хучĕсем тата укçан 5 пин тенкĕ преми парса хавхалантарнă. Награда памалли списока пирĕн район çыннисем те кĕнĕ, вĕсем улттăн. Çав шутра: Петр Степанович Блинов – çĕр чавакан, «Осоавиахим» колхозникĕ /Патреккел/, Никандр Никитич Волков – Елчĕк РК ВКП/б/ секретарĕ /Елчĕк/, Андрей Прохорович Емельянов – çĕр чавакан, «Хунав» колхоз ĕçченĕ /Вăрăмхăва/, Иустина Никитична Журавлева – çĕр чавакан, «Правда» хуçалăх колхозници /Каркалар/, Ульяна Васильевна Карсакова – çĕр чавакан, «Коминтерн» ĕçченĕ /Тĕмер/, Мария Павловна Павлова – çĕр чавакан, «Ново-Ищеряково» колхоз ĕçченĕ /Çĕнĕ Пăва/, Варвара Егоровна Смирнова – çĕр чавакан, «Тимирязев ячĕллĕ колхоз» ĕçченĕ /Патреккел/. Шел пулин те, вĕсен тулли списокĕ паянхи кун ниçта та упранса юлман. Çак паллă пулăма халалласа районти музейра «Строителям рубежей посвящается» ятлă курав уçăлчĕ. Выставкăна пуянлатас тĕллевпе эпир, музей ĕçченĕсем, нумай шырав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр. Тĕрлĕ интернетри сайтсемпе, Чăваш Енри тата унăн тулашĕнчи архивсемпе çыхăну тытса, тĕпчевçĕсемпе тата таврапĕлÿçĕсемпе тĕл пулусемпе калаçусем йĕркелесе нумай документ пуçтартăмăр. Енчен те камăн та пулин тăванĕ е хурăнташĕ çак ĕçе хутшăннине аса илÿсенче каласа панине астăвать е çырса хăварнисем сыхланса юлнă пулсан, музее çитерме ыйтатпăр. Районта пурăнакансене куравпа паллашма йыхравлатпăр. Вăл çулталăк тăршшĕпех ĕçлĕ. Ыйтса пĕлес тесен 2-60-98 номерпе шăнкăравлăр.

С.ГОЛУБЕВА,
Елчĕкри тăван тавралăх музейĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code