Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

24 виçере

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Совет Союзĕн Геройне А.Ф.Беляева асăнса ирттернĕ турнирта кирепуканçăсем пĕтĕмпе 24 виçе категорийĕнче тупăшнă.

Командăсен кĕрешĕвĕнче Патреккелпе Аслă Таяпа /пĕр пек очко/, Курнавăш шкулĕсем, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ çĕнтернĕ. «Чи çамрăк спортсмен» ята 8 çулхи Валерий Еников /Аслă Таяпа/, «Кире пуканĕ спорчĕн ветеранĕ» ята Михаил Скворцов /Кĕçĕн Таяпа/ тивĕçнĕ. Александр Константиновăн /Курнавăш/, Аэлина Чайкинан /Елчĕк шкулĕ/, Кристина Маликован /Хăвăлçырма/ ăсталăхне те уйрăм номинацисенче палăртнă.

Ольга Головина – виççĕмĕш

Шупашкарта иртнĕ йĕлтĕрçĕсен Чăваш Ен чемпионатĕнче Кĕçĕн Таяпа хĕрĕ Ольга Головина бронза медальлĕ пулнă.

Йышлă ушкăнра ăмăртса палăрнисĕр пуçне вăл 1-мĕш спорт разрячĕн нормативне те тултарнă. Унăн ентешĕ Иван Головин та, 10 километра чупса, асăннă разряда çĕнсе илнĕ.

Профсоюз членĕсем ăмăртнă

«Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче районти вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен профсоюз членĕсен волейбол первенстви иртнĕ. Унăн йĕркелÿçи, профсоюз райкомĕн председателĕ Сергей Скворцов пĕлтернĕ тăрăх, ăна вĕренÿ профсоюзĕнчи тематика çулталăкне – спортпа сывлăх çулне халалланă.

Йăлана кĕнĕ ăмăртура пĕтĕмпе 12 команда вăй виçнĕ. Арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна «Улăп» ФОК команди йышăннă, Елчĕк – иккĕмĕш, Аслă Елчĕкпе Курнавăш шкулĕсен пĕрлештернĕ команди виççĕмĕш.

Хĕрарăмсем те çивĕчлетнĕ вăйăсене хăйсен ăсталăхĕпе тата хастарлăхĕпе. Чи пултаруллисем вара – райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пикисем. Призлă вырăнсене Çĕнĕ Пăвасемпе Елчĕксем пайланă.

Асăннă командăсем дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ.

Юратнă вăйă

тесе калама сăлтав пур мини-футбол пирки: час-часах йĕркеленипе те, нумай команда хутшăннипе те.

«Улăп» ФОКа Юрий Иванов футболиста асăнса пухăннă уçă турнир та çакна çирĕплетет. 12 команда тĕп призшăн тупăшнă унта. Çивĕч тĕл пулусенче ăста техникăпа палăрнисене ытларах ăннă. Вĕсем: «Прокуратура» /Шупашкар/, «Патăрьел», «Олимп» /Кавал/ командăсем. «Елчĕк çамрăкĕсем» фонд вĕсене 10 пин, 7 пин, 5 пин укçан призпа чысланă.

Тепĕр тапхăра

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕренекен арçын ачасен команди «Чăваш Республикинчи шкулти волейбол лиги» Патăрьелти чемпионачĕн 1-мĕш тапхăрне хутшăннă.

Район чысне хÿтĕленĕ команда кил хуçисене çеç мала ярса ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрĕнче выляма путевка çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code