Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕ пулар!

Тимлĕ пулар!

Раççей çулĕсем çинче çулсеренех нумай ача вилет. Çакна тĕпе хурса сентябрь уйăхĕнче «Хăрушсăрлăх эрни» иртрĕ. Çак тапхăрта шкулсенче пулса ачасемпе, автобуссен водителĕсемпе тата вĕренекенсене автобусра илсе çÿрекен педагогсемпе курнăçрăмăр. Республикăри тата районти çул-йĕрсем çинчи лару-тăрупа паллаштарнипе пĕрлех çул çинче çÿрес правилăсем пирки те каласа кăтартрăмăр.

Сăмах май, кăçал районти çулсем çинче 6 ДТП регистрациленĕ, вĕсенче 7 çын аманнă. Ачасем хутшăннипе пĕр авари пулнă, 1 ача суранланнă.

Патшалăх автоинспекцийĕ водительсемпе ашшĕ-амăшне, ачасене яланах асăрхануллă пулма ыйтать.

Алексей СЕРГЕЕВ, ГИБДД инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code