Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ака çĕнтерỹçисем

Ака çĕнтерỹçисем

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата туллин ĕçе кĕртнине пĕтĕмлетнĕ, малти вырăнсене тухнине палăртнă:

Механизациленĕ ака комплексĕсем хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăна çурхи уй-хир ĕçĕсене 2648 гектар çинче пурнăçланă «Яманчурино» сахал яваплă общество тухнă. Ăна куçса çỹрекен Кубок, Диплом тата укçан преми пама йышăннă.

Иккĕмĕш вырăна, 2705 гектар ĕç калăпăшĕ пурнăçласа, «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕ тухнă. Ăна Диплом тата укçан преми пама йышăннă.

Виççĕмĕш вырăнта — 5025 гектар ĕç калăпăшĕ пурнăçланă акционерсен «Прогресс» хупă обществи. Ăна Диплом тата укçан преми пама йышăннă.

Ака отрячĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна 1440 гектар ĕç калăпăшĕ пурнăçланă «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ тухнă. Ăна куçса çỹрекен Кубок, Диплом тата укçан преми пама йышăннă.

Иккĕмĕш вырăнта — 1214 гектар ĕç пурнăçланă «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ. Ăна Диплом тата укçан преми пама йышăннă.

Виççĕмĕш вырăнта — 1686 гектар ĕç калăпăшĕ пурнăçланă Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ. Ăна Диплом тата укçан преми пама йышăннă.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинчи ăмăртура Юрий Николаевич Цветков хуçалăхĕ çĕнтернĕ. Ăна куçса çỹрекен Кубок, Диплом тата укçан преми пама йышăннă.

Пропашнăй культурăсене акассинчи ăмăртура «АСК-Яльчики» сахал яваплă общество çĕнтернĕ. Ăна Диплом тата укçан преми пама йышăннă.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама техникăна лайăх пахалăхпа хатĕрлессинче «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Ăна Диплом тата укçан преми пама йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code