ЧР экономика аталанăвĕн министерствин информацийĕнчен çакă курăнать.
Республикăра çу уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 132,1 пин субъектне шута илнĕ, 83,7 пин çын «самозанятый» статуспа регистрациленнĕ. Ку кăтартусем пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чылай пысăкрах.

