
Июлĕн 15-16-мĕшĕсенче паллă пулăма — Романовсен патша çемйине тискеррĕн вĕлернĕренпе 108 çул çитнине, Украинăри ятарлă çар операцийĕ хăвăртрах çĕнтерỹпе вĕçленессе кĕлĕпе ыйтса округра Хĕреслĕ çул çỹрев иртет.
Хĕреслĕ çул çỹреве хутшăнакансем Тăрăм ялĕнчен çула тухаççĕ те округĕпе çаврăнса çул çỹреве çак ялтах вĕçлеççĕ. Июлĕн 16-17-мĕшĕсенче Тăрăмра каçхи кĕлĕсем иртеççĕ.
Хĕреслĕ çула çуран тухасси çăмăл мар, уйрăмах çанталăк шăрăх тăрсан. Çапах та сăваплă кунсенче кашнинех пĕрле пулма ыйтатпăр, сывлăх пултăр.
Василий ИВАНОВ,
иерей, 4-мĕш округри благочиннăй.

