Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чиркÿре – Голгофа-хĕрес

Чиркÿре – Голгофа-хĕрес

Апрелĕн 3-мĕшĕнче Православи тĕнне ĕненекенсем Аслă Типĕ пуçланнăранпа çур тапхăр çитнине уявларĕç.

Çак кун Аслă Елчĕкри Христос чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркĕве çÿрекенсемшĕн тепĕр паллă пулăмпа та асра юлĕ – чиркÿ настоятелĕ Максим протоиерей тăрăшнипе, чиркĕве çÿрекенсем тата ял çыннисем пулăшнипе кунта Голгофа-хĕрес тата вилнисене асăнтармалли сĕтел вырнаçтарчĕç. Максим атте кĕлĕ ирттерсе вĕсене тасатрĕ. Ÿкĕт сăмахĕсем хыççăн чиркÿ настоятелĕ çак сăваплă ĕçе пурнăçлама хутшăннă кашни çынна чĕререн пысăк тав сăмахĕ каларĕ.

Ырă ĕç çĕре ÿкмест, ырă тăвакансен шучĕ хушăнсах пыни çĕнĕ чиркĕве ура çине çирĕп тăма пулăшсах тăрĕ. «Турă çуртне тăвакансем, Турă çуртне пулăшакансем çăлăнĕç, вĕсен çылăхĕсем каçарăнĕç», – тенĕ таса Серафим Саровский. Ырă ята тивĕçнисен хушшинче Вадим тата Елена Черновсен çемйи, Николай Николаевич Патшин, Надежда Алексеевна Афанасьева, Нина Михайловна Афанасьева, Нина Андреевна Григорьева, Зоя Елисеевна Афанасьева, Зинаида Ильинична Орлова, Валентина Ильинична Козлова, Мария Ивановна Хушкина.

Чиркÿ прихучĕн канашĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code