Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратури июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Пĕрле – коррупцие хирĕç» конкурс йĕркелет.
Вăл Беларусь, Казахстан, Кăркăсстан, Таджикистан тата ытти çĕршывсен компетентлă органĕсем хутшăннипе иртет.
Конкурс йĕркипе Генеральнăй прокуратура сайтĕнче /www.genproc.gov.ru/anticor/konkurs-vmeste-protiv-korrupcii/ паллашма пулать. 14 çултан пуçласа 35 çула çитичченхи çамрăксен «Социаллă плакат» тата «Социаллă видеоролик» номинацисенчи ĕçĕсене ятарлă сайтпа www.anticorruption.life йышăнаççĕ.
С.ФИРСОВ,
район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.