Вера Калинина Кĕçĕн Таяпа ялĕнче кун çути курнă. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, район шайĕнчи олимпиадăсене хастар хутшăннă, математикăпа акăлчан чĕлхин предмечĕсене уйрăмах кăмăлланă. Харсăр спортсменка – кире пуканĕ йăтма тата алă вăйĕ виçме кăмăллакан хĕр 2005 çулта «Районти чи лайăх спортсмен» ята тивĕçнĕ.
Шкул хыççăн 2006-2011 çулсенче Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕн менеджмент, экономика тата право факультетĕнче вĕреннĕ хĕр. 2010-2013 çулсенче пĕлĕвне И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика университечĕн ют чĕлхесен факультетĕнче малалла тăснă. Пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ пике Чăваш Республикин Президенчĕн стипендийĕсене 2 хут тивĕçнĕ. Çамрăкранах тĕрлĕ чĕлхе вĕренме, ют çĕршывсенче пулса курма ĕмĕтленнĕ.
– Ют çĕршывра пулса курас ĕмĕт манăн пуçласа 2012 çулхи çуллахи каникул вăхăтĕнче пурнăçланчĕ – çак çул эпир юлташ хĕрĕпе Финлянди çĕршывне çĕр çырли пуçтарма кайрăмăр. Ют чĕлхене тĕплĕнрех вĕренес тĕллев малта тăратчĕ. Виçĕ уйăх урăх чĕлхепе калаçни маншăн пысăк практика пулчĕ. Çакăн хыççăн эпĕ ют чĕлхепе тата та ытларах кăсăкланма пуçларăм – педагогика университетне çул тытрăм, – аса илет Вера. – 2013 çулта пĕрле ĕçленĕ юлташ хĕрĕ Германие йыхравларĕ – Берлин хулинче виçĕ уйăха ача пăхма каять иккен вăл. Унăн сĕнĕвĕпе интересленнĕ май чăматансене пуçтарма пуçларăм. Ют чĕлхене вĕренмелли тата тепĕр лайăх мел!
Нимĕçсен хушшинче виçĕ уйăх пурăннă вăхăтра тĕрлĕ хулари интереслĕ вырăнсенче пулса куртăм. Сан-Суси, Барочный, Шарлоттенбург керменĕсенче тĕлĕнмелле хитре, Кельн карнавалĕнче питĕ кăсăклă. Вырăс колонинче, Аслă соборта, музейсенче пулни кăмăла çĕклерĕ. Ку çĕршывра эпĕ пуçласа самолетпа вĕçсе куртăм. Çакăн хыççăн ытти çĕршывсене те çитсе курас ĕмĕт çуралчĕ. Вара эпĕ хамăн пурнăçа стюардесса /бортпроводник/ профессийĕпе çыхăнтарас терĕм – Германинчен таврăнсан 2013 çулта Мускавра Аэрофлот компанийĕнче собеседованинче пултăм. Питĕ çирĕп тĕрĕслерĕç унта: çи-пуçран пуçласа пÿ-си таран хакларĕç, хамăра тытма, ют чĕлхесем пĕлнине тĕрĕслерĕç. Икĕ тапхăрпа пулнă собеседовани хыççăн 60 çынран 17-шне суйласа илчĕç. Вĕсен хушшинче ман хушаматăм та пуррине курсан питĕ хĕпĕртерĕм. Çакăн хыççăн авиакомпанин шкулĕнче 3 уйăх вĕренсен 30 сехет стажер рейсĕнче вĕçтерчĕç. Юлашкинчен çирĕп экзаменра тĕрĕсленнĕ хыççăн ĕçе илни пирки пĕлтерчĕç.
Пуçланчĕ вара манăн чăматан пурнăçĕ. Рейс хыççăн рейс. Кунта çĕрпе кун та ылмашăнса каять. 3 çул хушшинче Европăри мĕн пур çĕршывра пулса курма пÿрчĕ шăпа. Хыçра Монголи, Казахстан, Япони, Куба, Корея, Китай, Таймыр, Канар утравĕ… Иерусалимра Иисус Христоса пăталанă вырăнсенче пултăм. Хамăрăн çĕршыври Иркутск, Владивосток, Калининград, Екатеринбург хулисен илемĕпе киленме тÿр килчĕ. Тĕрлĕ вырăнта пулса курма май пулнăшăнах хамăн профессие кăмăллатăп.
2015 çулта çемье çавăртăмăр, мăшăрăмпа – Андрейпа – хальхи вăхăтра пĕчĕк хĕр пĕрчине ÿстеретпĕр.
Ура çине çирĕп тăма мана, паллах, аттепе анне пулăшрĕç. Вĕсем вăй-хăват параççĕ, пулăшу аллине тăснипе пĕрле канаш-сĕнÿпе те пулăшса пыраççĕ. Пĕрремĕш вĕрентекене Людмила Алексеевна Сергеевăна, класс ертÿçи тата шкул директорĕ пулнă Альбина Алексеевнăпа Михаил Петрович Скворцовсене, ытти мĕн пур вĕрентекене çирĕп пĕлÿ панăшăн, пурнăçа вĕрентнĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калатăп.
Г.ИЗОСИМОВ калаçнă.
Сăн ÿкерчĕкре: Вера Калинина.