Апрель уйăхĕнчен пуçласа производствăри сиенлĕ тата хăрушă факторсен çĕнетнĕ переченĕ вăя кĕнĕ.
Ĕç министерствинче шутланă тăрăх, çак улшăну сиенлĕ вырăнта ĕçлекен хăш-пĕр категорие кĕрекен çынсен медосмотр йĕркине çăмăллатма май парĕ.
Сăмахран, çакăн пек предприятисенчи бухгалтерсене, IT-специалистсене, инженерипе техника ĕçченĕсене медосмотра явăçтарассине пăрахăçлаççĕ. Сиенлĕхпе тÿрремĕнех çыхăнса ĕçлекенсене кăна медосмотра явăçтараççĕ.