Тинех ашшĕ-амăшĕпе ачисен ĕмĕчĕ пурнăçланĕ. Июнĕн 2-мĕшĕнче республикăри хула тулашĕнче вырнаçнă çуллахи канупа сиплев лагерĕсем хăйсен алăкĕсене яриех уçĕç. Аса илтеретпĕр: пĕлтĕр пандемие пула вĕсем шкул ачисене йышăнайманччĕ.
Майăн 17-мĕшĕнче Атăл леш енче вырнаçнă «Волга» ачасен сиплев лагерĕнче ведомствăсем хушшинчи комиссин ларăвĕ иртрĕ. Унта республикăри ачасен çуллахи канăвĕпе сиплевне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Ларăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, республикăри муниципалитетсен, Роспотребнадзор, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тата Росгварди управленийĕн ĕçченĕсем, ачасен канăвĕпе сиплев организацийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.
«Республикăра шкулсемпе садиксене çĕнетес юхăм пырать. Тепĕр тапхăр – ачасен сиплев лагерĕсене паянхи самана ыйтни пек йĕркелесси. Тĕп тĕллев – вĕсене çулталăкĕпех ĕçлемелле тăвасси. Асăннă учрежденисем ытларах ача йышăнма пултарччăр», – терĕ Алла Леонидовна.
Ларура пĕлтернĕ тăрăх, хула тулашĕнчи кану лагерĕсем ачасене йышăнма хатĕр. Вĕсем июнĕн 2-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлĕç. Кăçал 373 вожатăя вĕрентсе хатĕрленĕ. Лагерьсене кăçал санитарипе эпидемиологи пĕтĕмлетĕвĕсем пулсан кăна ĕçлеме ирĕк парĕç. Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта ачасен кашни сиплев учрежденийĕ çумне кураторсене – медицина организацийĕсене /вĕсен шучĕ 14/ çирĕплетĕç. «Медицинăпа санитарин пĕрремĕш пулăшăвне ачасене малтанах лагерьсенчи медицина пункчĕсенче парĕç. Çитес вăхăтра канупа сиплев учрежденийĕсенче ĕçлеме хатĕрленекен медицина ĕçченĕсемпе кураторсем валли семинар йĕркелеме палăртатпăр. Унта ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «педиатри», «анестезиологипе реаниматологи», «инфекци чирĕсем» профильлĕ штатра тăман тĕп специалистсене явăçтарасшăн. Прививка туни хамăра тата хамăрăн çывăх çынсене хÿтĕлеме май паракан пĕртен-пĕр меслет. Лагерьсенче ĕçлекенсен ачасен сывлăхĕшĕн яваплă пулнине манмалла мар. Çавăнпа ачасен сиплевпе кану учрежденийĕсенче вăй хуракансен /70 процент ытла/ прививка тутармаллах», – палăртрĕ Владимир Геннадьевич. Кăçал лагерьте ĕçлес текенсен ытти документпа пĕрле ковида ПЦР меслетпе тĕрĕсленĕ кăтартăва тăратмалла. Çул çитмен ачасене лагерьсене медицина справкипе йышăнаççĕ. Çавăн пек канас кăмăллисен инфекци чирĕсем – ковид, пыйтă, кĕçĕ пулмалла мар. Хальлĕхе вара, шел те, ачасен сиплев учрежденийĕсенче ĕçлес текенсен 26 проценчĕ кăна прививка тутарнă. Ларура çавăн пекех кăçал сăвăс нумайланни пирки пĕлтерчĕç. Ачасем канма тытăниччен территорисене сăвăса пĕтермелли наркăмăш сапĕç. Çавăн пекех пушар тата шыв çинчи хăрушсăрлăха çирĕп пăхăнасси пирки сăмах пуçарчĕç. Çакна та палăртмалла: кăçал чылай шкул çумĕнче ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлĕç.
Роза ВЛАСОВА.