Ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма пулăшас тĕллевпе иртекен микроçырав малалла пырать.
Çĕршыв шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ мероприятие районта ăнăçлă йĕркеленĕ. Августăн 11-18-мĕшĕсенчи кăтартусене илес пулсан, çак тапхăрта çыравçăсем 3755 хуçалăхра малтан çирĕплетнĕ ыйтусем çине хурав илнĕ.
Микроçыравра ĕçлеме 17 çыравçăна вĕрентсе хатĕрленĕ, вĕсенчен кашнийĕ хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçлать.