Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ят-сум тăрăшса вăй хума хавхалантарать

Ят-сум тăрăшса вăй хума хавхалантарать

Сăн ỹкерчĕкре — хăйсен пархатарлă ĕçĕпе ят-сума тивĕçнĕ «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн хастарĕсем: Валерий Иванов тракторист-машинистпа Наталия Яковлева бухгалтер.

Районти Акатуй уявĕн сцени çинчен чысланă ĕç паттăрĕсене вун-вун мăшăр куç тинкерчĕ. Çакна кура вĕсем пĕр пăлханчĕç, пĕр савăнчĕç те.

— Хисеплени, куç тĕлне туни тăрăшса вăй хума хистет. Хуçалăх ертỹçине — Юрий Мясникова, пĕрле ĕçлекенсене пысăк тав. Пире, çамрăксене, хавхалантарнăшăн, çула уçса пынăшăн, — терĕ Наталия Яковлева.

Ĕçтешĕсем — Вера Смирнова тĕп бухгалтерпа Ирина Тимофеев тĕп экономист, Мария Иванова кассир, Юрий Мясников председатель те, паллах, Наталия Валерьевна пирки питех те ăшшăн аса илчĕç:

— Хăйĕн тĕп тивĕçне пысăк яваплăха туйса пурнăçлаканскер, общество ĕçĕнче те хастар. Ушкăнпа пĕрле пухăнса субботниксене хутшăнмалла, тĕрлĕн уявсене хатĕрленмелле-и — йĕркелỹ ĕçĕсем яланах ун çине тиенеççĕ. Нихăçан та çакăншăн хирĕçлесе пĕр сăмах каланине илтмен унран. Çамрăкра вăй тапса тăрать, — терĕç вĕсем.

1989 çултанпа хуçалăх производствинче вăй хуракан Валерий Ивановăн çак тапхăрта кунта ĕçлесе курман, алли пырса тĕкĕнмен вырăн юлман-тăр. Вăл водитель те, тракторист та, комбайнер пулăшуçи те, сысна ферминче арманçă та, оператор та пулса курнă. Яланах шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларать. Пĕрле ĕçлекенсем çакăншăн сума сăваççĕ те ăна.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code