Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăй-халĕ тапса тăрать

Вăй-халĕ тапса тăрать

Хăш-пĕр çынсен çулне кура мар вăй-халĕ тапса тăрать пулĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнче пурăнакан Илья Левый пирки те çавнах каласшăн. 86-ри аксакал нумаях пулмасть хăйĕн 4-мĕш кĕнекине кун çути панă.

Малтанхи виççĕшне вăл Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне кĕрекен ялсен историне халалланă. Уйрăм çемьесем, паллă çынсем таранах. Хальхи, «Асаилỹсен çăмхи», Чăваш кĕнеке издательствинче 142 страницăпа пичетленсе тухнă. Ятĕнченех курăнать те, Илья Иванович унта хăйĕн пурнăçĕн пĕтĕм тапхăрĕпе уççăн паллаштарать. Бухгалтер, бригадир, колхоз председателĕ, перекет банкĕн заведующийĕ… Вăл хуçалăх ĕçченĕсен экономика вĕренĕвĕн пултаруллă пропагандисчĕ пулнипе те паллă. Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ята та çавна шута илсе панă-тăр. Ялти ĕç тата тыл ветеранĕсен организацийĕн ертỹçин тивĕçне чылай çул чыслăн пурнăçлать.

И.Левый — тĕплĕ, çирĕп кăмăл-туйăмлă çын. Унăн шурă хут çине ỹкернĕ кашни сăмахĕ те çавăнпа витĕмлĕ. Цифрăсемпе, фактсемпе çирĕпленнĕскерсем — вĕсенче иккĕлле шухăш çук. Уншăн мăнкăмăлланасси, хăйне пысăка хурасси ют. Кĕнекинче те çавăнпа сăпайлăх палăрать те. Кун-çул уттине калаçу стилĕпе, пĕр илемлетмесĕр, ỹстермесĕр çырса кăтартнă.

Илья Иванович тĕрлĕ çулсенче хăйне пĕрле ĕçлеме тỹр килнĕ район, вырăнти ертỹçĕсене те ырăпа асăнать, нумайăшĕн сăн ỹкерчĕкне вырнаçтарнă. Ял тăрăхĕнчи пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене халĕ ертсе пыракансемпе те тачă çыхăнура вăл.

Чун çимĕçĕн çуррине яхăн «Кил ăшши, çемье тĕрекĕ» пай йышăнать. Автор унта чи çывăх çыннисем çинчен кăмăл-туйăмне туллин уçнă. Чылай сăн ỹкерчĕк çакна пуянлатать çеç. Асăннă ярăм вĕçĕнче вара — «Левыйсен йăх-ăрачĕ». Тăванлăха çичĕ сыпăк таранччен палăртнă. Сăмах май, унччентерех тухнă кĕнекесенчен пĕринче Илья Иванович Хăвăлçырмари (çуралнă ялĕ) кашни çемьен йăх-несĕл тымарне калăпланă. Хальхи ăрусемшĕн мĕнле çăмăллăх: малалла хушса çырса кăна пыр…

И.Левый калемне пĕрре те тутăхма паман, 1958 çултанпа çыхăну тытать-ха та районта, республикăра тухса тăракан хаçат-журналпа. Унта уйрăм çынсен, хуçалăхсен ĕç-хĕлне сахал мар çутатнă, критикăлла статьясене те «ирĕклĕх» панă.

Илья Иванович çыравçăн самай çỹлти картлашки çине хăпарни куç кĕрет. Вăл «Елчĕк ен» хаçата хăш чухне сăввисене те ярса парать. Вĕсен шухăшĕ, рифма-ритм шайĕ тивĕçтерỹллĕ пулнăран чăрмавсăрах пичетлетпĕр. Анчах та поэзи анине ăнсăртран çеç ура ярса пуснă тесе шутланă эпир. Хайхи çĕнĕ кĕнекене вулатăн та, «Калаçатăп хампа хам» пайра 33 сăвă!

Сирĕн, Илья Иванович, малашлăхра сăвă кĕнеки кăларасси пирки те шутламалла мар-и?

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕн, иккĕленỹ çук, пултараслăхĕ çитет. Мĕншĕн тесен вăл Куçма Элли преми лауреачĕ, Чăваш Енĕн хисеплĕ тавра пĕлỹçи.

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code