Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Раççей Кубокĕнче

Грозный хулинче иртнĕ йывăр атлетсен Раççей Кубокĕнче Елчĕк хĕрĕсене ăннă.

Шупашкарти 3-мĕш Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче вĕренекен РФ спорт мастерĕсем — П.Андреева (Кавал) тата Л.Мышова (Иноходова, Аслă Пăла Тимеш) ылтăн тата бронза медальсене çĕнсе илнĕ. Полина хăйĕн виçе категорийĕнче икĕ енлĕ кĕрешỹре 175 килограмлă штангăна парăнтарнă. Любовь 120 килограмм çинче чарăннă.

Маттур, Денис!

Поволжскри (Хусан) спортпа туризм университетĕнче физкультурăпа шкул ачисен олимпиади иртнĕ.

Вунпĕрмĕш хут йĕркеленĕ тупăшăва Чăваш Енрен, Тутарстанран, Ульяновск тата Киров облаçĕсенчен 48 вĕренекен хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта 11 класра пĕлỹ пухакан Денис Жуков (физкультура учителĕ Олег Осипов) та çухалса кайман.

Пĕрремĕш тапхăр — тест витĕр ăнăçлă тухнисене куçăмлă майпа иртнĕ тура йыхравланă. Пулас абитуриентсем мини-футбол, баскетбол, гимнастика, волейбол, çăмăл атлетика, шывра ишес енĕпе тĕрĕслевсем витĕр тухнă. Çавăн пекех физкультурăпа спорт теорине тата историне мĕнле пĕлнине те хакланă.

Асăннă олимпиадăра Денис 3-мĕш вырăна тухса Кубока тивĕçнĕ. Уншăн университета вĕренме кĕме те алăк уçă.

Ăмăрту хĕрỹ иртнĕ

Кĕçĕн Таяпа ялĕнче Валерий Павлов призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен округри ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта 142 спортсмен тупăшнă.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен хушшинче Аслă Таяпа тата Шăмалак шкулĕсен командисем 1 тата 2-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Вăтам шкулсен хушшинче Елчĕк шкулĕн команди мала тухнă, Çирĕклĕ Шăхальсемпе Аслă Елчĕксем призлă вырăнсене йышăннă.

Территори пайĕсен командисен хушшинче малти вырăна Кĕçĕн Таяпасем çĕнсе илнĕ. Аслă Таяпасемпе Çирĕклĕ Шăхальсем — призлă вырăнсенче.

А.СКВОРЦОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code