ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем регионăн капиталлă юсав çинчен калакан саккунне РФ Çурт-йĕр кодексĕпе шайлаштарма хатĕрленеççĕ.
Çак тата ытти ыйтăва парламентăн Çурт-йĕр политикин тата инфратытăм аталанăвĕн комитечĕн председателĕ Игорь Моляков ертсе пынă ларура пăхса тухнă.
Улшăнусене Чăваш Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăхăн капиталлă юсавне йĕркелемелли тытăмри право хутшăнăвĕсене палăртасси çинчен калакан саккуна кĕртмелле. Вĕсем, тĕпрен илсен, регион операторĕн ĕç-хĕлне кирек хăш вăхăтра тата çулталăклăх план çирĕплетмесĕр тĕрĕслеме ирĕк парассине пăрахăçлассипе çыхăннă. Çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн нормăпа право акчĕсемпе капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçланин актне алă пусмалли вăхăта, йĕркене, çак ĕç-хĕле пурнăçлакансен хутшăнăвĕсене, çавăн пекех ĕçе йышăнакан комисси тĕлĕшпе те, çирĕплетмелле пулать. Çак çĕнĕлĕхсем вăя кĕрсен Чăваш Республикин саккунĕ Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕпе килĕшсе тăрассине палăртрĕç депутатсем.
Унсăр пуçне, республика хулисенчи электричество транспорчĕпе пассажирсене илсе çỹрессине йĕркелесси çинчен калакан саккуна та улшăнусем кĕртмелле. Вĕсем куçăм тапхăрĕнче — Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче çак ĕç-хĕле йĕркелесе тата йĕркелесе тăман тарифсем çине куçнă вăхăтра — кирлĕ. Ун хыççăн полномочисене иртнĕ çул йышăннă саккунпа килĕшỹллĕн республикăна парĕç.