Округри тĕп больницăра унти хĕрарăмсен тата çамрăксен канашĕсен пуçарăвĕпе пуçласа «Сывă апат — вăрăм пурнăç» конкурс йĕркеленĕ.
Вунă ытла конкурсант сахăр диабетне, пăлханнине, сывлав органĕсен чирĕсене профилактикăлама, куçсемпе шăлсене упрама пулăшакан апат-çимĕç хатĕрленĕ. Çамрăк ача амăшĕсем валли янтăланисем те пур.
Конкурсантсем хăйсен ĕçĕсен вăрттăнлăхĕпе паллаштарнă май, сывлăх çирĕплĕхĕ тĕрĕс апатлануран тата мĕн çининчен килнине те уçса панă. Пултарулăхшăн кашниех дипломсене тивĕçнĕ.