Çамрăксем скутерсемпе, мопедсемпе ярăннине час-час курма пулать.
Вĕсенчен чылайăшĕ çул-йĕр правилисене пĕлменрен, транспорт хатĕрĕпе çỹрес енĕпе опыт пухайманран, ỹсĕмне кура çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкарайманран час-час аварине лекеççĕ, йĕркене пăхăнмасăр ытти водительсене йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкереççĕ.
Статистика çакна çирĕплетет: çак транспорт хатĕрĕ хутшăннипе пулакан аварисенчен 95 проценчĕ скутер водителĕсемпе пассажирĕсем пурнăçран уйрăлнипе вĕçленет.
Çул çитмен çамрăксене асăннă транспорт хатĕрĕсемпе çỹренĕ чух асăрханма, правилăсене çирĕп пăхăнма, ашшĕ-амăшне ку енĕпе ачисене контрольлесе тăма ыйтас килет.