Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисеп те чыс сана, мухтав!

Хисеп те чыс сана, мухтав!

Округри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе шăматкун — мартăн 2-мĕшĕнче Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне — мартăн 8-мĕшне халалланă культурăпа спорт фестивалĕ иртрĕ. Вăл малтанах илемлĕн пуçланчĕ: пысăк залра уява килекенсене Елчĕк шкулĕнчи кадетсем хăйсен ытарайми савăк ташшисемпе кĕтсе илчĕç…

Хĕрарăмсене сума суса йĕркелекен çак уяв, шучĕпе илсен, кăçал вунçиччĕмĕш хут иртрĕ. Куратпăр, хĕр-пикесем хушшинче командăсен йышĕнче пулса фестивале тăтăшах хутшăнакансем сахаллăн мар. Çакна кура вĕсем хăйсен пысăк яваплăхне — жюри членĕсем спортри, юрă-ташăри пултарулăха, пушарнăйсен ятарлă тумтирне тĕрĕс тăхăнса кăтартассине, уяв сĕтелне илемлĕ хатĕрлессинчи, çỹçе илемлетсе прическа тăвассинчи пултарулăха тата ыттине те чăркăш куçпа хак парасса малтанах пĕлсе тăраканскерсем, округ шайĕнче яланхиллех çỹллĕ шайра иртме тивĕçлĕ мероприятие тĕплĕн хатĕрленни куç кĕрет. Территори пайĕсенчен килсе çитнĕ командăсем пурте пысăк йыша пĕрлештерчĕç. Çи-пуçĕ те вĕсен кашнийĕн килĕшỹллĕ пулчĕ. Чи кирли, пĕлтерĕшли — пурин пит-куçĕ те савăнăçпа, йăл кулăпа тулни. Çапла майпа округри тĕрлĕ ялсенчи маттур та теветкеллĕ хĕр-хĕрарăмсем квест мелĕпе хăйне кура кăсăклă маршрутпа çула тухрĕç. Пĕрремĕш чарăнура участниксем дартс, ун хыççăн мечĕке баскетбол карçинккине ывăтрĕç, пушарнăйсен ятарлă тумтирне тăхăнчĕç, пултарулăх конкурсĕнче, çỹçе илемлетсе прическа тăвассипе тупăшрĕç, хăйсене уяв сĕтелĕ хатĕрлес, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парас ĕçре тĕрĕслерĕç, «Великие женщины России» викторинăна хутшăнчĕç. Унсăр пуçне, хĕрарăмсем амăшĕн юратăвне тата пехил сăмахĕсене палăртса ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне çырусем çырчĕç, теприсем, пĕр вăхăтрах, фронт валли маскировка сетки çыхрĕç. Хĕрарăмсен ял тăрăхĕсенчи командисем хăйсен уявне халалланă волейбол турнирĕнче темиçе кун маларах тупăшнă. Сăмах май каласан, волейбол вăййинчи тупăшура Елчĕк территори пайĕн команди — пĕрремĕш, Курнавăшсем — иккĕмĕш, Аслă Елчĕксем виççĕмĕш вырăна тухнă.

Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе палăртнă тапхăрта иртекен мероприятире уява йĕркелекенсем ялти çамрăк çемьесемпе çавра сĕтел хушшинче тĕл пулу ирттерни те вырăнлă пулчĕ. Хальхи вăхăтра, пытармалли çук, ялсенчи çамрăк çемьесем пĕрин хыççăн тепри хулана туртăнаççĕ, нумайăшĕ хăйĕн пурнăçне хулапа çыхăнтарма, унта ĕçлесе пурăнма ĕмĕтленет. Апла пулин те, ял пурнăçне малти вырăна хуракан, çуралнă тăван кĕтесри çутçанталăка юратакан, унăн пулăхлă çĕрĕ çинче ĕçлеме кăмăл тăвакан, ялти йăла-йĕркене малти вырăна хуракан çамрăк çемьесем округра сахаллăн мар. Хальхинче çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулăва хутшăннисем: Купташкинсем — Александр тата Татьяна, Григорьевсем — Александр тата Татьяна, Портновсем — Денис тата Елена, Кудрявцевсем — Николай тата Марина, Шадриковсем — Алексей тата Татьяна пулчĕç. Тĕл пулу чуна пырса тивмелле ăшă лару-тăрура иртрĕ, çамрăксене яла юлма хавхалантарас тĕллевпе пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли шухăша яма тивĕçлĕ ыйтусем те сахал мар. Ĕçлĕ тĕл пулăва, паллах, аннесене, хĕр-пикесене çуркуннехи уяв ячĕпе саламлама килсе çитнĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ, вăл — республикăри хĕрарăмсен Канашĕн председателĕн çумĕ те, Алевтина Федорова, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов, хамăр ентеш — Вăрнарти «СОМ» завод» генеральнăй директорĕ Федор Волков, округри хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Лариса Васильева та хутшăнчĕç. Вĕсем çавăн пекех уява хутшăнакансемпе курма пынă çынсене ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç. Хăйсем пурнăç парнеленĕ ывăл-хĕрĕн çутă малашлăхĕшĕн хăйĕн кун-çулĕ тăршшĕпех чун ăшшине паракан амăшĕсен умĕнче çĕре çитиччен пуçĕсене тайнине палăртрĕç. Хальхи вăхăтра тĕнчере тăнăç мар лару-тăру хуçаланнă вăхăтра, каламалли те çук, аннесене пит йывăр. Округри нумай анне, мăшăр Украинăри çар операцине хутшăнакан çывăх та хаклă çыннишĕн канăçне çухатнă. Ывăлĕн е мăшăрĕн сывлăхĕшĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек Турăран пулăшу ыйтса кĕлĕ тунисĕр пуçне, фронт валли гуманитари пулăшăвĕ пухассипе те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code