Çĕрпỹри «Асамат» спорт шкулĕнче кире пуканĕ йăтакансем Чăваш Ен Кубокĕшĕн ăмăртнă.
Елчĕксем унта, Шупашкар хулин командине мала ярса, 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Раççей спорт мастерĕсем — Анатолий Узюкинпа (Таяпа Энтри) Дмитрий Енедеров (Тăрăм) хăйсен виçисенче пьедесталăн «ылтăн» картлашки çине хăпарнă. Софья Соловьева, Аэлина Чайкина, Александр Павлов — 2-мĕш, Тарас Пупин, Александр Константинов — 3-мĕш. Арçынсен эстафета тупăшăвĕнче пирĕн командăна çитекен пулман.

