Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕллен çурхи кунхи стартĕнче

Хĕллен çурхи кунхи стартĕнче

Кăçалхи хĕллехи тапхăр çурхи-кĕрхи çанталăк витĕмĕпе иртнĕрен йĕлтĕрпе куллен ярăнма та май памарĕ вĕт. Тĕп старта — нарăсăн 8-мĕшне палăртнă «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2025» массăллă чупăва та куçарма тиврĕ.

Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче те çуркунне сулăнчăкĕ аванах сисĕнетчĕ те, çапах та Елчĕк шкулĕ умĕнчи спорт лапамĕ юрпа çителĕклĕ витĕннĕччĕ. Йĕлтĕр спорчĕшĕн тунсăхланин палли те пулĕ — старта пĕтĕмпе 340 çын тухрĕ. Пурте хаваслă, уçă кăмăл-туйăмлă. Вĕсене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова саламларĕ, сывă пурнăç йĕркипе малашне те туслă пулма ырă сунчĕ.

Хăш-пĕр территори пайĕсенче ăмăртăва маларах йĕркеленĕрен унăн представителĕсем округ центрĕнче те вăй виçме кăмăл тунă. 1-4-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Диана Орловăпа Давид Головин (Елчĕк шкулĕ) çĕнтерчĕç, 5-6-мĕшсенчен — Ульяна Обручковăпа (Аслă Елчĕк) Александр Головин (Елчĕк). Вĕсен хыççăнхи ỹсĕмре хĕр ачасенчен пьедестала пĕтĕмпех Аслă Елчĕксем йышăнчĕç. Хăнăхнă ятсем — Софья Афанасьева, Валерия Яковлева, Арина Кантеева халĕччен чылай ăмăртура палăрнă та, чуппи вĕсен илемлĕ, техника шайĕ те аван. Пăхса ытарма çук! Арçын ачасенчен Елчĕкри Константин Васильев мала тухнине ашшĕпе, Алексей Витальевичпа, çыхăнтарни вырăнлах пулĕ. Вăл спортăн чылай енĕпе кăтартуллă та, çавăнпа ывăлне ăнăçусен çулĕпе илсе пыма вĕрентни паллах.

9-мĕш класри ачасен тупăшăвĕнче Дарья Петровăпа (Елчĕк) Иван Ловкин пĕрремĕш. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн вĕренекенĕ 10-11 классен йышĕнче те дистанцие çĕнтерỹпе вĕçлерĕ. Хĕрсенчен кунта Елчĕкри Надежда Скворцова ылтăн медальлĕ.

Çитĕннисем йышлăнах пулмарĕç йĕлтĕр трасси çинче. Финиша пуринчен чи малтан çитнисем — Кристина Александровăпа (Чăваш Тăрăмĕ) Борис Головин (Кĕçĕн Таяпа). Ăмăртăвăн чи çамрăк йĕлтĕрçи Матвей Карсаков пулчĕ, чи асли — Анатолий Анисимов. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе чысларĕç.

…Çакăнпа хĕллехи спорт сезонĕ хупăннă тесен те юрать. Çуллахи вара ака уйăхĕн 2-мĕш эрнинче уçăлĕ: пурне те «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 46-мĕш кросне йыхравлатпăр.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code