Елчĕк халăхĕ ĕçе, спорта юратнипе уйрăлса тăрать. Округран тухнă паллă спортсменсем те сахал мар пирĕн. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси çине пысăк витĕм кỹреççĕ.

Елчĕк округĕ халăха ГТО нормисене пурнăçлама явăçтарассинче çулсерен малтисен йышĕнче пулни те савăнтарать. Çак çитĕнỹсемшĕн манăн предприятисемпе организацисен ĕçченĕсене, уйрăмах вĕрентỹ, культура тата сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи коллективсене пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Кăçал округ тепĕр пысăк çитĕнỹпе савăнтарчĕ — республикăри муниципалитет пĕрлĕхĕсен хушшинчи физкультурăпа сывату тата массăллă спорт мероприятийĕсене хаклакан конкурсра эпир 2024 çулхи ĕç итогĕсемпе Чăваш Енре 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр.
Çитĕнỹсене малашне те туптасчĕ.
Петр СМИРНОВ.

