ЧР Ял хуçалăх министерстви республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программипе килĕшỹллĕн патшалăх пулăшăвĕ илмелли заявкăсене йышăнма пуçлани çинчен пĕлтерет.
Документсене çурла уйăхĕн 2-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Грантпа хăмла шпалерĕсене йĕркелемелли строительство материалĕсене туянма юрать. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем проекта хăйсем хывакан укçа-тенкĕ 20 процентран кая мар пулмалла.
Çĕнĕ «Чăваш хăмли» грант 2025-2030 çулсем валли çирĕплетнĕ ИПСЭРпа килĕшсе тăрать, хăмла отрасльне аталантарассине тĕпе хурать. Палăртнă программăпа килĕшỹллĕн хăмла отрасльне аталантарма федераци бюджетĕнчен 1,8 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çак укçан пĕр пайне конкурс никĕсĕ çинче асăннă грант валли тăкаклаççĕ. Патшалăхăн çак пулăшăвĕн никĕсĕ çинче хăмла отраслĕнче импорта хамăрăн продукципе улăштарассине 46 процента çитермелле, 2030 çул тĕлне «симĕс ылтăнăн» Чăваш Енре туса илекен калăпăшне тата 2 пин тонна ỹстермелле.

