Шăрăх кунсем нихçанхинчен пысăк тимлĕх ыйтаççĕ.
Çакнашкал условисенче пушар хăрушлăхĕ те ỹсет, çавна май кирек ăçта та кăвайт чĕртесси пирки сăмах пулма та пултараймасть.
Шыва кĕресси ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче çеç пулмалла. Уйрăмах ачасене тăтăшах контрольте тытни кирлĕ. 16 çул тултарманнисен хăйсен тĕллĕн шыва кĕме юрамасть.

