Елчĕкри ФОКра Раççей Федерацийĕн Геройне, спорт мастерĕн кандидатне Николай Алексеевич Петров аслă лейтенанта асăнса кире пуканĕ йăтакансен черетлĕ уçă турнирне ирттернĕ.

Спортсменсене малтанах округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Геройăн ашшĕпе амăшĕ — Алексей Витальевичпа Олеся Владимировна Петровсем, «Елчĕк ен» хаçат редакторĕ Николай Малышкин саламланă. Леонард Васильевич шкул ачисене Паттăртан тĕслĕх илмеллине, ун пекех тăрăшуллă, ырă кăмăллă, пултаруллă пулмаллине палăртнă.
Чăнах та, Николай Петров кашниншĕн çутă маяк пек. Вăл — технологи предмечĕн олимпиадин Пĕтĕм Раççейри тапхăрĕн призерĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ, кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕ, районти чи лайăх спортсмен (2017 çул).
«Тимĕр вăййине» юратакансем вара 17 виçе категорийĕнче вăй виçнĕ. Ылтăн медале çĕнсе илнисенчен ытларахăшĕ — Курнавăш шкулĕнчен: Е.Андреев, Э.Фомина, А.Мясникова, Е.Иванова, С.Мельников, К.Филиппов, К.Кубикова, Е.Смирнов. Елчĕксен икĕ вырăн сахалтарах. Пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине кунта çаксем хăпарнă: В.Андреева, Е.Изратова, М.Галкин, Д.Портнов, С.Соловьева, М.Петров. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Р.Николаевпа А.Краснов, Çĕнĕ Пăвари Т.Пупин та малтисем.
Турнирта ăнăçнисене Петровсен çемйи, Игорь Михайлов, Андрей Михайлов, Сергей Емельянов, Алексей Григорьев, Александр Григорьев спонсорсем призсемпе хавхалантарнă.

