Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт > Регион тулашĕнче ăмăртĕç

Регион тулашĕнче ăмăртĕç

Шупашкарта йĕркеленĕ йывăр атлетсен ăмăртăвĕнче Елчĕксем яланхи пекех ăнăçлă кĕрешнĕ.

Уйрăмах Матвей Романовăн, Даниил Немцевăн, Денис Барткавичюсăн хĕпĕртемелли сăлтав пысăк: çитес эрнере Чулхула облаçĕнче иртекен Атăл çи федераци округĕн чемпионатне хутшăнĕç. Май уйăхĕнче вара вĕсемпе пĕрле Матвей Горшков Раççейри шкул ачисен спартакиадинче вăй виçĕ. Турнирта Даниил Немцевпа Александр Плотников 1-мĕш разрядçăсем пулса тăнине те палăртма кăмăллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code