Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шур юр çинчи палан

Шур юр çинчи палан

Эп юратап сана,
Чипер сăнна пăхса.
Шав киленеп, чăнах,
Илемлĕхне савса.

Шур юр çинчи палан
Калаç манпа чунтан.
Эх, çывăх-çке тăван,
Пирĕн пĕр пек шăпам.

Хитре тĕсне курса
Таптанă çырлуна.
«Йỹçĕ», — тесе сурса
Веç хуçрĕç туратна.

Пăхма хĕрлĕччĕ эс —
Салху сансăр кĕтес.
Шур юр çинчи палан,
Выртан умра паян.

Чечеклен, тăван ял, илемлен

Пархатарлă эс Лаш Таяпа.
Халаллам-и сана юррăма?
Парнеле телей те шăпа,
Çĕклесе ман чуна, кăмăла.
Вырăспа, тутарпа, чăвашпа
Мăнаçлан, хăватлан Таяпа,
Авалхи несĕлсен çĕрĕнче,
Аптраман халăхсен йышĕнче.
Чечеклен, тăван ял, илемлен,
Килĕштертĕм сана чĕререн.
Йăлтăртаттăр çăлтăр тỹпере,
Хитре пултăр улăх çеçкерен.
Кашкăр ялĕ таврара та пĕрре,
Туслăхра пурăнар-и пĕрле…

Валерий ТЕЛЕЙ.
Лаш Таяпа ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code