Йывăр атлетсемпе кире пуканçăсен, çăмăл атлетсемпе кĕрешỹçĕсен çитĕнĕвĕсем пирки хаçатра тăтăшах çыратпăр. Гимнастсем çинчен пуçласа тесен те йăнăш мар.
Округра художествăлла гимнастика спорчĕ енĕпе ĕçлекен секци çук, анчах çакăншăн куçĕсем çунса тăракан, ăнтăлуллă ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕшĕн нимĕн те хĕн мар. Ева Ишмуратовăпа София Савиновăна (Елчĕк) вĕсем тренировкăсене Патăрьелне илсе çỹреççĕ. Çулла ăсталăха Ульяновск хулинче туптасшăн.
Хĕр пĕрчисен спортри пуласлăхĕ пысăк шанăç çуратать. Вĕсем нумаях пулмасть Хусанти йăлана кĕнĕ уçă турнирта хăйсен ỹсĕмĕсенче 1-мĕш вырăн йышăнса кубоксене тивĕçнĕ. Маттур!

