Курнавăшсем асăннă программăпа çĕнĕ ача-пăча площадкиллĕ пулса тăнă. Кунта ĕçе «Строй-Сфера» ООО подрядчик пурнăçланă. Контракт сумми 895 500 тенкĕпе танлашнă.
Çĕнĕ объекта чаплă йышăнма кĕçĕнни-асли чылаййăн хутшăннă. Ял халăхĕ строительсене пархатарлă та пахалăхлă ĕçшĕн чун-чĕререн тав тунă. Кунта халь ачасене савăнма, выляма услови çителĕклĕ.

