Телейлĕ пулмашкăн нумай кирлĕ мар-тăр,
Куллен кантăкран çут хĕвел йăл кулать,
Епле йывăçсем ытарма та çук капăр,
Чун çак илемпе киленсе савăнать.
Телейлĕ пулмашкăн нумай кирлĕ мар-тăр,
Çумра мăшăр пултăр, кил-çурт кермен пек,
Ним те ан ыраттăр, ялан сывлăх пултăр,
Ачи-пăчисем ỹсчĕр çирĕп, тĕрек.
Телейлĕ пулмашкăн нумай кирлĕ мар-тăр,
Чуна çемçетсен ырă, ăшă сăмах,
Темле йывăр чух шанчăку ан çухалтăр,
Çумра тăвансем пулччăр, ку чăн ахах.
Телейлĕ пулмашкăн нумай кирлĕ мар-тăр,
Пулсан лăпкă, канăçлăх, ирĕк чунра,
Куллен пит çинче ăшă кулă вылятăр,
Пуçри ĕмĕтсем тулччăрах пурнăçра.
Телейлĕ пулмашкăн нумай кирлĕ мар-тăр,
Пур май сывлама сывлăш кăкăр тулли,
Ытла вăраха кайнă вăрçă чарăнтăр, —
Хальхи вăхăтра ку ыйту чи кирли.
Галина ВАСИЛЬЕВА.
Тип Тимеш ялĕ.

