Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсене асăнса

Паттăрсене асăнса

Елчĕкри стадион-площадкăра СВО паттăрĕсен — Сергей Миллинпа Степан Демьянов офицерсен ячĕпе шкул ачисем хушшинче мини-футбол турнирне йĕркеленĕ.

Футболистсемпе куракансене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова саламланă, ăнăçу суннă, çакăн пек спорт вăййисем патриотла воспитани парассинче тĕп вырăн йышăннине палăртнă.

Тĕл пулусен итогĕпе командăсем турнир таблицине çапла çырăннă: Елчĕксем — çĕнтерỹçĕсем, Лаш Таяпасемпе Çирĕклĕ Шăхальсем — 2-мĕшпе 3-мĕш.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code