Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тренер ячĕпе

Тренер ячĕпе

Лаш Таяпа ялĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Петр Николаевич Самсонова асăнса кроссменсен 16-мĕш уçă ăмăртăвне ирттернĕ.

Елчĕксемпе пĕрле старта Каçалсем, Патăрьелсем, Шăмăршăсем — пурĕ 210 атлет — тухнă. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Анисимов, РФ тата ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Атаманов тата ыттисем саламланă.

Çичĕ ỹсĕмре иртнĕ ăмăртура пирĕннисем пьедестал çине вунă хутчен хăпарма тивĕçнĕ, çав шутра — чемпионсем: Кирилл Миллин, Владимир Николаев, Михаил Миллин (Елчĕк шкулĕ), Самира Сабитова (Лаш Таяпа).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code