Республикăн тĕп хулинче наци мини-футбол лигин XV чемпионачĕ вĕçленнĕ.

Пирĕн ентешсен «Ретро-Елчĕк» футбол клубĕ 6 командăран 1-мĕш вырăн йышăнса Кĕмĕл кубока çĕнсе илнĕ. Ăста футболистсен ушкăнĕнче çаксем: Сергей Курчин, Владимир Филатов, Сергей Васильев, Алексей Печков, Юрий Николаев, Сергей Лаврентьев, Омар Шаркови, Павел Рубцов, Алексей Алексеев, Александр Николаев. «Чи лайăх вылякан» ята тивĕçнĕскер те Елчĕкрен — Сергей Васильев. Командăна çитĕнỹ тỹпине çĕкленме пулăшнă тренер-общественниксене те палăртса хăварар. Вĕсем: Артем Кириллов тата Александр Кириллов.

