«Ниме — халăх бюджечĕ» — ялсен сăн-сăпатне çĕнетсе лайăхлатмалли, пурнăç пахалăхне ỹстермелли витĕмлĕ проект. Чăваш Енре 2026 çулта халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ, обществăлла инфратытăма аталантарассипе çыхăннă 1553 проекта ĕçе кĕртмелле».
Чăвашсем мĕн авалтан нимене — пĕр-пĕрне пулăшассине тĕпе хунă. Ушкăнпа тунă ĕç ỹсĕмлĕ те, курăмлă та. Çавна май асăннă каларăш пĕлтерĕшĕ символ пекех шутланнă.

«Ниме — халăх бюджечĕ» программăна юлашки çулсенче халăх уйрăмах ырласа йышăнни, çĕнĕрен те çĕнĕ пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлас тĕллевпе хăй пуçарупа тухни савăнтарать.
— Халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса, тăрăшса ĕçлесен паха çимĕç кĕттермест, — тĕрлĕ объектпа паллашнă май пĕлтерет округ пуçлăхĕ Леонард Левый. — Çавна май ялсенче пурăнакансен пурнăç условийĕ лайăхланнипе пĕрлех ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса тата тирпейленсе пырать.
Пĕрле канашласа пысăк ĕç тăвасси халĕ те вăйра. Унăн меслечĕ-майĕ кăна улшăнчĕ: 2017 çултанпа Чăваш Республикинче «Ниме — халăх бюджечĕ» программа пурнăçланса пырать. Пĕтĕмпе çак тапхăртанпа округра 389 проект (289,8 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртнĕ пулсан, çак шутран 2025 çулта — 88,8 миллион тенкĕлĕх 109 проект. 2026 çулта палăртнă ĕçсен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан чылай сахалрах пулин те, объектсем калăпăшĕпе те, пĕлтерĕшĕпе те уйрăлса тăраççĕ.
Халăх пуçаруллă та хастар пулнăран округра ырă юхăм çулсерен вăйланса пырать. Кăçал 51 проекта (105849484,11 тенкĕлĕх) ĕçе кĕртме палăртнă пулсан, паянхи кун тĕлне вĕçленменни иккĕ кăна юлнă.
Çынсем вырăнти лару-тăрăва «витĕр» кураççĕ — мĕнле объект тумаллине е çĕнетмеллине хăйсем палăртаççĕ. 2027 çулта 32 проекта çул памалла пулĕ.
Пысăк объектсем те парăнаççĕ
Ял çынни урамсен çулĕсене сарнипе е ача-пăчапа спорт площадкисем тунипе кăна çырлахмасть халь, кăткăсрах, пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕрех проектсене илет хăйĕн çине. Кавалсем, акă, 2024 çулта 3 миллион тенкĕлĕх 2,4 километр тăршшĕ шыв пăрăхĕсене улăштарнă. Яманчỹрелсем ку ĕçе 1700 метр йĕркеленĕ. 2025 çулта тỹрех виçĕ ялта — Кивĕ Эйпеçре, Лаш Таяпара, Хăвăлçырмара — çак ĕçе вĕçленĕ. Кăçал Тăрăмсемпе Кипеçсем пуçăннă.
«Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа чылай çул ăнăçлă ĕçленине кура пирĕн тăрăха опытпа паллашма аякран уйрăм çынсем те, делегацисем те килеççĕ. Кострома облаçĕн делегацийĕ икĕ çул каялла пулнăччĕ Елчĕк тăрăхĕнче, халĕ хăйсем та çак çул çине тăни паллă. Хăнасем территори пайĕсенчи объектсемпе çеç мар, чăваш халăхĕн историйĕпе, юрри-ташшипе паллашма та май тупнă.
— 2026 çулта пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă проектсем те вăя кĕчĕç, пурĕ — 10, — терĕ округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — администрацин территорисене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленийĕн начальникĕ Николай Петров. — Ултă территори пайĕнче пушар резервуарĕсем, депо çурчĕсем хута ятăмăр. Асăннă ыйтупа ĕçлес текенсем çитес çула та проект хатĕрленĕ.
Сăмах май, çакна та палăртни вырăнлă: патшалăх программипе усă курса ултă çул хушшинче 23 шыв башнине улăштарнă.
ШУХĂШСЕМ
Людмила СМИРНОВА, Тăрăм территори пайĕн начальникĕ:
— «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа кăçал 4 проекта ĕçе кĕртрĕмĕр. Чи пĕлтерĕшли — шыв пăрăхĕсене улăштарни. Тĕп усадьбăрине 50 çул ытла каяллах вырнаçтарнă. Вĕсем кивелнĕ, час-часах кăткăс лару-тăру сиксе тухатчĕ. Ял халăхĕпе канашласа çĕнĕ пăрăхсем хумалли пирки татăлтăмăр. Ĕç калăпăшĕ 5 миллион тенкĕрен те иртет. Тĕп, Шкул, Парк тата Улăх урамĕсенче пĕтĕмпе 2538 метр пăрăх хунă. Контрактпа килĕшỹллĕн вĕсенчи ĕçсене килес çул вĕçлетпĕр.
Кипеç ялĕнче подрядчик — «Стройэнергосервис» сахал яваплă общество — ĕçсене кăçалах вĕçлерĕ. Усă курнă сумма — 2 миллион та 146 пин тенкĕ (857 метр).
Ял çынни çулсене чул сарса хытарассипе кăна çырлахмасть халь. Тип Тимеш ялĕнчи Сад урамне «Эльбрус» ООО вăйĕпе 750 метр асфальт сартăмăр, юлнă пайне çитес çул вĕçлетпĕр.
Зинаида ПОРТНОВА, Аслă Пăла Тимешри ветерансен канашĕн председателĕ:
— Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнни пурнăçра — чи кирли. Ку ыйтăва куçран вĕçертме юрамасть. Иртнĕ çул шыв тытмалли управ йĕркелерĕмĕр. Кăçал унăн тăсăмĕ модульлĕ пушар деповĕн çуртне тăвассипе çыхăннă. Нухрачĕ те сахалах мар — 6240512 тенкĕ. Халĕ унта ятарлă техникăна тытса тăма та, водительсене канма та условисем çителĕклĕ пулĕç.
Ялта çавăн пекех Çĕнĕ тата Çерем урамсенчи çулсене 1,908 миллион тенкĕлĕх юсанă. Халĕ вĕсем тăрăх çăмăл автомашинăсем йĕпе-сапара та тумхахсăр çỹреççĕ. Сăмах май, кỹршĕллĕ Исемпелте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене асăнса лартнă палăка 700432,44 тенкĕлĕх çĕнетнĕ.
Валентина ВАСТУЛОВА, Аслă Елчĕк ял старости:
— Пирĕн территори пайĕ пĕр ялтан кăна тăрать, апла пулин те хамăр пуçарупа тухса йĕркеленекен ĕçсен калăпăшĕ те, пахалăхĕ те çынсене тивĕçтерет. Пĕлтĕр Тябуков урамĕнчи асфальт сарнă çула уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăй хутшăннăччĕ, хăрушсăрлăх ыйтăвне татса панăшăн тата урама хăтлăх кĕртнĕшĕн ял халăхне тав турĕ.
Ку çул икĕ проект кăна пурнăçа кĕртрĕмĕр, анчах хакĕ пĕчĕк мар — 9 миллион та 942 пин тенкĕлĕх. Çав шутран масар территорине 858 метр, стадион тавра 466 метр тăршшĕ тимĕр карта тытнă. Иккĕмĕш объектри хальхи требованисене тивĕçтерекен волейбол тата баскетбол площадкисене те сывă пурнăç йĕркине юратакансем питĕ хапăл пулчĕç.
Çакна та палăртас килет: пĕр-пĕр объекта тĕпрен юсама е çĕнĕрен тума укçа-тенкĕ хывас тĕлĕшпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, уйрăм предпринимательсем пысăк пайне хăйсем çине илеççĕ.

