Пятница, 13 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăх тимлĕхре

Сывлăх тимлĕхре

ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче регион аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ нумай йышăнăва çирĕплетнĕ. 2027 çула валли хатĕрленĕ бюджетра социаллă пулăшу, вĕренỹ, медицина сферине вăйлатассине пусăм тунă.

Республикăра пурăнакан çынсене медицина учрежденийĕсенче сиплеме çитес çулта 30 миллиард тенкĕ ытла ярĕç. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова пĕлтернĕ тăрăх, обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн тупăшĕпе тăкакĕ 2027 çулта кăçалхинчен 11,5 процент нумайрах пулĕ — 30,4 миллиард тенкĕпе танлашĕ: 29,4 миллиард тенкĕ федераци фончĕ паракан укçа-тенкĕ, 622 миллион тенкĕ — республика бюджечĕн укçи. Регион укçипе пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕшĕн тỹлеме, пациентсене больницăсене илсе кайма тата васкавлă консультаци бригадисене тухса çỹреме усă курĕç. Обязательнăй медицина страхованийĕн программисене ĕçе кĕртме — 29,5 миллиард тенкĕ, тухтăрсен квалификацине ỹстерме тата медицина оборудованийĕсене юсама — 29,7 миллион тенкĕ, фонда тытса тăма 250 миллион тенкĕ уйăрĕç. Кĕтмен тăкаксен саппасне йĕркелеме 1,7 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code