Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сунара тухма вăхăт

Сунара тухма вăхăт

Чăваш Енре сунар тапхăрĕ пуçланнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2013 çулхи апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн республика территорийĕнче сентябрĕн 1-14-мĕшĕсенче вĕшле йытăсемпе тата пурсуйсемпе пăшалсăр мулкач тата тилĕ тытма юрать.

Сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи февралĕн 28-мĕшĕччен сунара пăшалпа тухма ирĕк параççĕ. Çак тапхăрта тилĕ, кашкăр, енот евĕрлĕ йытă тытма май пур.

Çав вăхăтрах сунарçăсен ЧР Çут çанталăк министерстви çирĕплетнĕ виçесене те пăхăнмалла. Сăмахран, пĕр сунарçă талăкра пĕр мулкачран, енот евĕрлĕ икĕ йытăран ытла тытма пултараймасть. Тилĕ тата кашкăр тĕлĕшпе кунашкал чару çук.

Сăмах май, патшалăх мониторингĕ республикăра 3769 шурă мулкач, 1974 карсак, 2270 тилĕ пуррине çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code