Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 1051)

Таллин чăвашла калаçать

Эстонири радио нумаях пулмасть мухтавлă ентешпе, Шупашкар районĕнче çуралнă, Китай чĕлхине тарăннăн тĕпчесе пуян еткерлĕх хăварнă Никита Бичуринпа чăвашла (!) паллаштарнă. Радиокăларăма вара Елчĕкре çуралнă, хальхи вăхăтра Эстонире пурăнакан Ираида Захарова ертсе пынă. Ираида Захарова, пирĕн хаçата пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çултанпа Эстони радиопĕрлешĕвĕ тĕрлĕ халăхпа ĕçлессине çĕнĕ шая кăларать. "Çавăнпа çыхăнтарса

Подробнее

Чăваш Ен яш-кĕрĕмĕ — Сочире

Октябрĕн 15-мĕшĕнче уçăлнă Сочири çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери XIX фестивалĕнче Чăваш Ен чысне 125 çамрăк хỹтĕлет. Пĕтĕм тĕнчери фестивале уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çак фестиваль çĕршыв историйĕнче чи сумлисенчен пĕри пулнине палăртнă. Фестивале хутшăннă республика çамрăкĕсем форум кунĕсенче лекцисене, ăсталăх класĕсене, ăслăлăхпа

Подробнее

Интернет — хăватлă вăй

Пĕлсе усă курсан вăл усă кỹрет, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасан унран шар курма та пулать. Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви тата Чăваш Республикин Роскомнадзор управленийĕ йĕркеленипе республикăра юпа уйăхĕн 18-24-мĕшĕсенче персоналлă кăтартусене хỹтĕлемелли эрне иртет. Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ - граждансене Интернет уçлăхĕнче хăйсене палласа илмелли информацисене (хăйĕн биографийĕпе

Подробнее

Юрий Попов депутат парнисемшĕн

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" агрохолдингăн президенчĕн, Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн çулсерен кире пуканĕ йăтассипе йĕркеленекен турнир кăçал Красноармейскинчи физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра иртнĕ. Унта Чăваш Енри тата ытти регионсенчи спортсменсемпе пĕрле пирĕн районти спортсменсем те хастар тупăшнă. Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ

Подробнее

Преступленисене тĕрлĕ майпа уçăмлатаççĕ

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн тытăмĕнче криминалистика уйрăмĕ ĕçлет. Асăннă уйрăм сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ - талăкăн хăш вăхăтĕнче те йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем пулнă вырăна çитсе ĕç-пуçа уçăмлатасси, çителĕклĕ çирĕплетỹсем тупса следовательсене паха пулăшупа тивĕçтересси. Кăçалхи 9 уйăхра республикăра çынна вĕлернĕ е вĕлерме тăнă 64 преступление регистрациленĕ.

Подробнее

«Вырăнти культура çурчĕ»

"Единая Россия" партин пуçарăвĕпе чылай проект ăнăçлăн пурнăçа кĕрет. Республикăра культура пурнăçне лайăхлатасси - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн "Ял тăрăхĕсенче культурăпа кану учрежденийĕсен сетьне аталантармалли мерăсем çинчен" указĕпе килĕшỹллĕн 2016-2018 çулсенче пирĕн республикăри чылай ялта çĕнĕ клубсем тумалла. Вĕсем нумай функциллĕ центр евĕр пулма тивĕç: хальхи

Подробнее

Чикĕсене палăртар

Халăх тата влаç умĕнче тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕри - чикĕсене виçтерсе палăртман çĕр лаптăкĕсене саккунпа килĕшỹллĕн çирĕплетесси. Енчен те çĕр хуçи 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен çĕр чиккине виçтерсе кадастр учетне кĕртме ĕлкĕреймесен, çĕнĕ çултан унăн çак çĕр лаптăкĕпе çыхăннă тĕрлĕ килĕшỹ çырма, ăна сутма, парнелеме, еткерлĕхе пама, салука хывма

Подробнее

Раççей çар историйĕн кунĕсем

Наполеона çĕнтернĕ 1813 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче вырăс çарĕсем хăйсен союзникĕсемпе пĕрле Лейпциг патĕнче Наполеона çĕнтернĕ. Французсем çак çапăçура 80 пине яхăн çын тата артиллерие пĕтĕмпе тенĕ пекех çухатнă. Наполеон çарне çапса аркатни Франци çĕршывĕ унччен маларах Европăра çĕнсе илнĕ территорисене çухатас хăрушлăх кăларса тăратнă. 5 карапа путарнă 1827 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче

Подробнее

Сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пуçарнипе октябрь уйăхĕнче кăкăр ракне хирĕç кĕрешекен уйăхлăх иртет. Çак чир çĕр çинче анлă сарăлнă пилĕк чир йышне кĕрет. Юлашки вăхăтра кăкăр ракĕпе тата мастопатипе чирлекенсен шучĕ чылаях ỹсни палăрать. 20 çул каярах çеç ку енĕпе маммолог патне ытларах 50-60 çулсенчи хĕрарăмсене яратчĕç. Халĕ вара

Подробнее

Культура хыпарĕсем

Чăвашла çыракансене - грант Ача-пăча тата çамрăксем валли чăвашла çырнă литературăшăн грант параççĕ. Республикăра ачасем валли çыракансене çуллен хавхалантарса пыраççĕ. Кăçалхи конкурса Чăваш Енри тата Чĕмпĕр облаçĕнчи 17 автор 21 ĕçпе хутшăннă. "Шкул ỹсĕмне çитмен тата пуçламăш классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав" номинацире Чĕмпĕрте тухса тăракан "Канаш" хаçат редакторĕн Н.Ларионовăн

Подробнее