Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 166)

Пациентсен прависене хỹтĕлеççĕ

Алина Николаевна Тимофеевăпа Вера Васильевна Никифорова "Чувашия-Мед" страхлакан компани пĕрлĕхĕн районти офисĕнче тăрăшаççĕ. Вăл Елчĕкри тĕп больницăн çуртĕнче вырнаçнă. Специалистсем асăннă тытăмра чылай çул тăрăшса пысăк опыт пухнă, шаннă тивĕçе яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. - Юлашки вăхăтра çуралакансен шучĕ чакни, вилекенсен йышĕ нумайланни вăрттăнлăх мар, çав вăхăтрах пурнăç тăршшĕ кĕскелни те чăннипех

Подробнее

Пĕр ăмăртура — 8 рекорд!

Сыктывкарта иртнĕ çĕршыв шайĕнчи ăмăртуран Кивĕ Эйпеç хĕрĕ Полина Андреева каллех çĕнтерỹпе таврăннă. Раççей спорт мастерĕ, 49 килограмлă атлетсем хушшинче тупăшнăскер, икĕ енлĕ ăмăртура 174 кг йăтма, çак тапхăрта çĕршывăн рекордне 8 (!) хутчен çĕнетме пултарнă. Пултаруллă атлетăн, Европа чемпионачĕн призерĕн сăн ỹкерчĕкне кăçал районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

Подробнее

Хулаша тĕпчеççĕ

Паян Аслă Таяпари хулаша чавса тĕпчес ĕç пуçланнă. Унта Чăваш патшалăх ăслăлăх институчĕн, Хусанти ăсчахсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем ĕçлеççĕ. Шырав ĕçĕсене районти шкулсем те хутшăнма пултараççĕ.

Подробнее

Депутатсен тỹпи пысăк

Майăн 30-мĕшĕнче районти тĕп вулавăшра Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва район пуçлăхĕ - Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн ертỹçи Алина Васильева ертсе пычĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 6 ыйту тавра калаçрĕç. Чи

Подробнее

Тăван тăварпа пиçнĕ

Çĕр çинче питĕ нумай ăсталăх, чылайăшĕ çынна йăхран йăха куçса пыраççĕ. Теприсем вĕренсе тупаççĕ. Мустаевсен йышĕнче ăслăх çыннисем йышлă. Историк, журналист, вĕрентекен, право хуралĕнче ĕçлекен, социаллă ĕçченсем. Хисеп, шутлав ăсталăхне алла илнĕ йăхташсене шутлама вара пĕр алăри пỹрнесем те çитмеççĕ. Николай Петровичпа Елена Ивановна Мустаевсем пирки сăмахăм. Чăн хисеп ăстисем

Подробнее

Мăнаçланатпăр!

Тăрăмри Тихоновсем пирки сăмах пуçарсан чи малтанах сăмах спорт теми тавра çаврăнать. Ку тĕлĕшпе спортăн анлă алăкне уçаканĕ - Иван Тихонов, хăвăрт утассипе тĕнче Кубокĕн çĕнтерỹçи, СССР чемпионачĕн призерĕ, 3 хут РСФСР чемпионĕ, 2 хут РСФСР Кубокĕн хуçи. Çĕнсе илнĕ çĕклемсем пурте 50 çухрăма утассипе çыхăннă. Вăл "Тĕнче класлă спорт

Подробнее

Юратнă уява хатĕрленеççĕ

Республика кунĕ - Шупашкарта тата районсемпе ялсенче пурăнакансен чи юратнă уявĕ. Çулленех ун программи мĕнпе те пулин çĕннипе пуянланать. Кăçалхи хăш енĕпе уйрăмах асра юлĕ-ши? Шăпах çак ыйтупа - Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе ярассипе - Правительство çуртĕнче йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Çапах уявра та пĕрремĕш

Подробнее

Шупашкара — вертолетпа

"Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре санитари авиацийĕ активлă аталанса пырать. Ятарлă оборудованисемпе тивĕçтернĕ вертолетра вĕçев вăхăтĕнчех пациента реанимаци пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ. Çак кунсенче Елчĕке те санитари авиацийĕ çитнĕ. Вăл тĕп больницăн площадкине анса ларнă. Йывăр чирленĕ хĕрарăма вертолетпа республикăри кардиодиспансера илсе кайнă. - Елчĕкпе Шупашкар хушши çывăх мар. Вертолетпа вара 40 минутрах çитме

Подробнее

Ĕмĕре кĕскетес марччĕ

Майăн 31-мĕшĕнче - пирус туртнине хирĕç кĕрешмелли кун. Хальхи çамрăксем сигарета сиенсĕр тесе шутлаççĕ пулĕ. Мăкăрлантараççĕ те мăкăрлантараççĕ ăна. Çăвара кĕрекен никотин тĕтĕмĕ сывлăха хавшатни тахçанах пурне те паллă ĕнтĕ. Пируссем тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем çине "легкий", теприсем çине "мягкий" тесе çырса хураççĕ. Хакĕсем те йỹнĕ мар вĕсен. Кĕсьене çỹхетни пĕрре, сиенĕ вара

Подробнее

«Вĕçленмен юрă»

ятпа Чăваш тĕррин музейĕнче ЧР художникĕсен союзĕн членĕн, халăх ỹнер промыслисен ăстин Галина Изратован куравĕ уçăлчĕ. - Çĕнĕ куравĕ уçăлнă пулсан аванрахчĕ, - терĕ Арсений Тарасов журналист сăмах илнĕ май. -Мĕншĕн тесен унăн шухăш-ĕмĕчĕ, ĕçченлĕхĕ вĕçĕмсĕр пулнă. Шел, йывăр чире пула Галина Васильевна 2016 çулта пиртен вăхăтсăр уйрăлчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçал

Подробнее