Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 460)

Сентресем тулли, сутуçи тарават

Римма Гималетдинова «Елчĕкри коопторг» сахал яваплă обществăн Сăрьелĕнчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккинче тăрăшать. Çамрăк сутуçă умри тĕллевсене пурнăçласа пырать. Сентресем тулли кунта. Таварсене пĕлсе те тирпейлĕ вырнаçтарса тухнă. Çиччĕмĕш çул ĕçлекен сутуçăпа тавар туянакансем те кăмăллă. Сăн ÿкерчĕкре: Р.Гималетдинова.

Подробнее

Баренц тинĕсне тĕпченĕ

Вырăс географи обществипе Çурçĕр флочĕн Кола çур утравĕнче экспедицийĕ вĕçленнĕ. Унта И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн «Астăвăм», И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн «Георгий хăйăвĕ» шырав отрячĕсем тата А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕн çамрăк шыравçисем хутшăннă. Экспедицире вĕсем Çурçĕр флочĕн çар çыннисемпе пĕрле Баренц тинĕсĕн çыранне тĕпченĕ, вăрçă вăхăтĕнчи артефактсене асăрхаса Çурçĕр флотне панă, çар çыннисен

Подробнее

Сасă студийĕ уçăлнă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Ж» корпусĕнче онлайн вĕренÿ курсĕсене çыртармалли студи уçăлнă. Çакă малашне видео хатĕрлеме тата вебинарсем ирттерме пулăшĕ. Кунта лекцисем çыртарма, видеоçыхăну тата презентаци мелĕпе усă курса занятисемпе конференцисем ирттерме пулать. А.Г.Кулагина доцент çĕнĕ студире пĕрремĕш видеолекци çыртарнă та ĕнтĕ.

Подробнее

Тухтăр патне – онлайн мелпе

Чăваш Енре пурăнакансем кăçалхи пуш уйăхĕнчен пуçласа тухтăр патне Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă та çырăнаяççĕ. Коронавирус эпидемийĕ сарăлма тытăнсан çак меслете вăхăтлăха ансатлатма тивнĕ. Расписанисене терапевт, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ тата травматологи, хирурги, офтальмологи специалисчĕсем валли çеç хатĕрленĕ. Апла пулин те 4 уйăхра тухтăрсем патне портал урлă 138 пин çын çырăннă.

Подробнее

Çĕнĕ ертÿçĕ

Чăваш Республикинчи тутар наципе культура автономине малашне Ильдус Шайдуллин ертсе пырĕ. Çакăн пек йышăну тунă Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче иртнĕ канашлура. Унчченхи председатель Ферит Гибатдинов вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнăран çĕнĕ ертÿçе палăртма тивнĕ. Ильдус Шайдуллин шăпах Ферит Гибатдиновăн вĕренекенĕ. Хальхи вăхăтра Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕнче тăрăшать. Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре 36 пин тутар

Подробнее

Вырăнта йышăннă

Чăваш Республикинчи суд приставĕсен федераллă службин управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Максимова районсене тухса çÿресе граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнать. Унпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçас тесен чи малтанах Чăваш Республикинчи суд приставĕн официаллă сайтĕнче «Запись на прием» пайне кĕрсе çырăнмалла. Унтан хăвăр çинчен пĕлтермелле. Патшалăхăн пĕрлехи пулăшăвĕ урлă подразделенин

Подробнее

Ялан яваплă ĕçре вăл

Строительствăра тата автомобиль çулĕсене реконструкци тăвас ĕçре тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулнă «ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕн Вячеслав Васильевич Сядуковăн хăйĕн çуралнă кунĕнче те килне вăхăтра таврăнма май пулмарĕ – ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн та объектра чылайлăха тытăнса тăма тиврĕ унăн. Кун тăршшĕнчи

Подробнее

Коммуналлă тăкаксемшĕн – саплаштару укçи

Чăваш Республикин 2015 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчи 68-мĕш номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа уйрăм категорири граждансене /вăрçăра пулнă тата сусăрланнă салтаксемпе вĕсен çемйисене; вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ салтак арăмĕсене тата вĕсен çемйисене; 1,2,3-мĕш ушкăнсенчи инвалидсене тата инвалид ачаллă çемьесене; Чернобыльти аварие тата ытти инкек-синкеке пĕтерме хутшăннă çынсене

Подробнее

Каникул тунсăхлă иртет

Часах çуллахи каникулăн иккĕмĕш уйăхĕ хыçа юлĕ. Сисĕнмесĕрех иртеççĕ шутлă кунсем. Коронавирус чирĕ малтанах пирĕн пĕтĕм плансене, çу каçма хупнă пек, диван çинче шухăшласа выртассăн туйăнтарчĕ. Çапах та юлашки вăхăтра ачасем урама, парксене уçăлма тухма пуçларĕç пулсан та хула çумĕнчи лагерьсене каяймаççĕ. Çу кунĕсем мĕнлерех иртни пирки шкула, садике çÿрекен

Подробнее

Эх, айвансем…

Юлашки вăхăтра ĕçлемесĕр ямăттине хапсăнакансем йышланса кайрĕç. Уйрăмах Интернет урлă. Мошенниксен ултав схеми, меслечĕ-майĕ чылай чухне пĕрешкел пулсан та, вĕсен серепине çакланакансен шучĕ чакмасть. Тĕслĕхĕсем пирки тăтăшах телевизорпа кăтартаççĕ, хаçатсенче çыраççĕ-ха. Асăрхаттарни пурпĕрех усăсăр. Ватăсем çынсене питĕ шаннине ăнланатăн-ха, 20-30 çулсенчи çамрăксем айван пулни вара çав тери тĕлĕнтерет. Тимсĕрскерсене, тĕрĕссипе, шеллес те

Подробнее